Наркотик – сывлăх тăшманĕ
Çак ятпа тунти кун Шăмăршă ял поселенийĕн тĕп библиотекинче черетлĕ мероприяти иртрĕ. Кунта Шăмăршă вăтам шкулĕн 8-мĕш класĕсенче вĕренекенсем пухăнчĕç.
Кĕске сăмах каласа мероприятие библиотека заведующийĕ И.Тимофеева уçрĕ, мероприятин кун йĕркипе паллаштарчĕ.
Кун хыççăн саккăрмĕшсем умĕнче районти ача-пăча врачĕ О.Львов тухса калаçрĕ. Олег Иванович наркотиксем сывлăха мĕнле майпа ерипен-ерипен сиенлесе пыни, кайран вилĕм патне илсе çитерни пирки каласа пачĕ. Тĕпрен илсен, пирĕн çĕр-шывра, çав шутра хамăр республикăра та, наркомани чирĕпе ытларах çамрăксем чирленине асăнчĕ. Пирĕн районта наркомани чирĕпе учета тăратнисем çук. Анчах та ку – лăпланса лармалли сăлтав мар. Хăрушă чир ересрен çамрăксен яланах сыхă тăмалла.
– Сиртен хăшĕ-пĕри 9 класс пĕтерсен хулана техникум-колледжа е профессипе техника училищине вĕренме кайма пултарать, – терĕ О.Львов. – Ял çамрăкĕсем шăпах хулара наркотиксем тутанса пăхнă тĕслĕхсем нумай тĕл пулаççĕ республикăра. Çамрăк организм наркотика хăвăрт хăнăхса каять. Çавна май наркотик – пирус вырăнне туртмалли-и вăл е порошок – сĕнекенсенчен тÿрех айккинелле пăрăнмалла. Наркотик тутансан çын хăйне питĕ савăнăçлă туять. Паллах, ку – суя савăнăç. "Чун киленĕвне" илес тесе малалла вара çынна ытларах та ытларах дозăллă наркотик кирлĕ. Пĕрлех – укçа та. "Шурă вилĕме" укçасăр памаççĕ. Малтанласа, çамрăка илĕртме, кайран унран укçа илме пуçлас тесе наркотика тÿлевсĕрех тутанса пăхма параççĕ. Ытларах та ытларах наркотикпа усă курнă май, наркотик çук чухне чир çынна çăмха пек пĕтĕрсе лартма, юлашкинчен вилĕм патне илсе пыма пултарать. Пысăк дозăллă наркотикран вилекенсем те нумай. Шприц йĕппи урлă ВИЧ-инфекцине çаклатакансем сахал-и тата;
Эрех-сăра тата табак сиенлĕхĕсене, çак йăласенчен пăрăнмаллине те палăртса хăварчĕ Олег Иванович.
Район администрацийĕ çумĕнчи наркотиксемпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комисси секретарĕ С.Чегаева шкулта вĕренекенсем тата ял поселенийĕсенчи çамрăксем хушшинче профилактика ĕçне тĕллевлĕн туса пынине асăнчĕ, сывă пурнăç йĕркисемпе пурăнни пур енĕпе те лайăххине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ, яшсемпе хĕрсене спортпа туслă пурăнма, культурăпа массăллă ĕçсене активлă хутшăнма сĕнчĕ.
Малалла вара О.Присмотровапа И.Яковлева библиотекарьсем сывă пурнăç йĕркисем тăрăх викторина ирттерчĕç, кĕнекесен выставкипе паллаштарчĕç.
Юлашкинчен саккăрмĕшсем анкетăри сывă пурнăç йĕркисемпе çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç.