Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Футзал вăййисем иртнĕ

"ÇАМРĂКСЕМ – сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса районта ачасен футбол енĕпе пулнă тренерне В.Любимова асăнса футзал вăййисем иртнĕ. Хĕрÿ те интереслĕ вăйăсенче малти виçĕ вырăна "Колосок-1", "Колосок-2", "Колосок-3" командăсем пайланă. Пăчăрлă Пашьелсен хальхинче тăваттăмĕш вырăнпа çеç çырлахма тивнĕ.

Чи лайăх вылякансене те палăртнă. Вĕсем – Михаил Ефимов (вратарь), Дмитрий Смирнов (хÿтĕлевçĕ), Сергей Можаев (çурма хÿтĕлевçĕ), Эдуард Михайлов (тапăнса вылякан). Çавăн пекех Андрей Хафизовпа Вячеслав Ухваркин та лайăххисен шутĕнче пулнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 ноября 2012
00:00
Поделиться