Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Аварисен шучĕ ÿснĕ

КĂÇАЛХИ январь-октябрь уйăхĕсенче район территорийĕнче 20 авари пулнине, вĕсенче 4 çын вилнине, 29 çын аманнине регистрациленĕ. Пĕлтĕр çак тапхăрта 18 аварире 3 çын пурнăçран уйрăлнă, 19 çын суранланнă.

2011 çулта 10 уйăхра ачасемпе çыхăннă 4 аварире 4 çын аманнăччĕ. Кăçал ку енĕпе ÿкерчĕк тата тĕксĕмрех: 5 аварире 4 ача аманнă, çул çитмен пĕр çын авари вырăнĕнчех вилсе кайнă.

Аварисенчен 8-шĕ – транспорт хатĕрĕсем пĕр-пĕринпе çапăннипе, 5-шĕ – çул хĕррине çаврăнса ÿкнипе, 3-шĕ – автомашина çуран пынă çын çине кĕрсе кайнипе, 3-шĕ – мопедпа, велосипедпа пынă çынна çапса хăварнипе, пĕри транспорт чăрмав çине пырса тăрăннипе çыхăннă.

2012 çулхи 10 уйăхра çул-йĕр правилисене тĕрлĕ майпа пăснă фактсем тăрăх пурĕ 1624 протокол çырнă. Руль умне ÿсĕрле ларнăшăн – 98 протокол, водительсем хăвăртлăх режимне пăснăшăн – 615, çуран пынă çынна çул урлă каçмалли вырăнта каçма ирĕк паманшăн – 29, транспорт хатĕрĕн салонĕнче хăрушсăрлăх пиçиххине çыхманшăн – 163, çуран çула тухнă çын хăрушсăрлăх йĕркисене пурнăçламаншăн – 69, КоАПăн 20.25 статйипе килĕшÿллĕн çырса панă штрафа пĕр уйăх хушшинче тÿлесе татманшăн 30 протокол çырнă. Сăмах май каласан, штрафа вăхăтра тÿлемесен унăн суммине икĕ хут пысăклатаççĕ е 15 талăк таранччен арестлеме пултараççĕ.

Правилăсене сĕмсĕррĕн пăснăшăн кăçал 17 çынна административлă майпа арестленĕ, 59 çынна 1,5 çултан пуçласа 2 çул таранччен водитель удостоверенийĕсĕр хăварнă.

Октябрь уйăхĕнче кăна 2 авари пулнине шута илнĕ. Акă Пăчăрлă Пашьелĕнче велосипедпа пынă арçынна «Жигули» çапса хăварнă. Велосипедист аманнă, больницăна лекнĕ. «Çĕрпÿ-Чĕмпĕр» автоçул çинчи аварире «Жигули» водителĕ вилнĕ.

Халĕ, кĕр кунĕсенче, çул-йĕр пăрлак тăрать, тавралăх хăвăрт тĕттĕмленет, ир çутăлмасть. Çавна май водительсене те, çул çине çуран тухнă çынсене те питĕ тимлĕ пулма сĕнетпĕр. Шкула çÿрекен ачасене ашшĕ-амăшĕн куллен çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пурнăçласси пирки аса илтерсе тăмалла. Автомашинăсем çÿрекен çулпа утма юраманни, çул урлă каçнă чухне икĕ еннелле те пăхса илмелли, çывăхра транспорт килнине курсан, вăл иртсе кайиччен тăхтаса тăмалли çинчен час-часах каламалла.



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 ноября 2012
00:00
Поделиться