Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕç – уншăн савăнăç

НАЛУК тытăмĕнче ĕçлекенсен ĕçĕ çăмăл тесе никам та калаймĕ. Вĕсен куллен вун-вун çынпа калаçма, вун-вун ыйтăва татса пама тивет.

Чăваш Республикин 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕнче вăй хуракансенчен пысăк пайĕ Косомольскинче тĕпленнĕ. Çавах та пирĕн районта пурăнакансене налук ыйтăвĕсемпе йышăнакансем те пур. Вĕсенчен пĕри – Галина Русская инспектор.

Галина Витальевна асăннă тытăмра 1994 çулта ĕçлеме пуçланă. Çак вăхăтра вăл пĕрремĕш категориллĕ специалистран инспектор таранах çитнĕ. Ĕçре вăл ăсталăхпа, пултарулăхпа палăрса тăрать. Кашни çынпах вăл кăмăллăн та ăшшăн калаçать. Ĕç уншăн – савăнăç. Налук тÿлемелли вăхăтра вара пĕр канăç та çук уншăн. Районти вун-вун çын хăйĕн ыйтăвĕсемпе кунта килет. Галина Витальевнăн вара ăнлантармалла, кăтартмалла, тÿрлетмелле...

Хăйĕн ĕçне вăл чунтанах юратать. Ĕçре чухне вăхăт иртнине те сисмест. Пĕрле ĕçлекен тата ĕçленĕ юлташĕсемпе те çыхăнăва çухатмасть Галина Русская. Ун патне час-часах тивĕçлĕ канури Т.А Кудряшовапа В.М. Любимова кĕрсе тухаççĕ. Пĕрле пухăнсан вара калаçмалли яланах тупăнать, сăмахсен çăмхи сÿтĕлет те сÿтĕлет.

Паян – налук ĕçченĕсен уявĕ. Çак тытăмра вăй хуракансене, вăй хунисене чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 ноября 2012
00:00
Поделиться