Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пулас рекордсен çăл куçĕ

ШĂМĂРШĂРА "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ (физкультурăпа спорт комплексĕ) ĕçлеме пуçланăранпа вăхăт нумай иртмерĕ-ха. Апла пулсан та унăн алăкне уçса кĕрекенсен, хăйсен сывлăхне çирĕплетес текенсен йышĕ ÿссех пырать. Район çыннисем физкультурăпа спорт сывлăх çăл куçĕ пулнине ăнланнăран хăйсен пушă вăхăтне çакăнта ирттерме тăрăшаççĕ. Шкул ачисем те, çитĕннисем те ÿт-пĕвне пиçĕхтерме кунта çÿреççĕ. Ĕçре е шкул сĕтелĕ хушшинче кунĕпе ларнă хыççăн физкультура хусканăвĕсем тунинчен ырри çук. Бассейнра шыва кĕрсе уçăлни мĕне тăрать тата!

Хăтлă та илемлĕ кунта. Тасалăхпа тирпейлĕх чуна савăнтарать, çуллахи кунсенче территорире ешерекен вун-вун тĕслĕ чечек илемĕ кăмăла çĕклет. Вĕсене кулленех шăварса тăнă, çеçкесен ĕмĕрне тăсма тăрăшнă. Клумбăсене те кунта вăй хуракансем хăйсен вăйĕпех ăсталанă. Газонсене çулса, тасатсах тăраççĕ, тротуарсене те кулленех шăлса тасатаççĕ. Ара, шалти тирпей тултан пуçланать мар-и;

Ашшĕ-амăшĕ хăй кăна сывлăх çуртне çул такăрлатмасть, хăйсемпе пĕрле ачисене илсе килме тăрăшать. Сывă пурнăç йĕркине тытса тăма тăрăшакан çемьесем вара районта сахал мар. Урамри ача-пăча лапамĕ те шăпăрлансене хăй патнелле туртать. Хаваслă ачасен сасси янраса кăна тăрать. Ÿснĕçем вĕсем хăйсем тĕллĕнех ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çÿреме тытăнĕç-ха, спортри çитĕнĕвĕсемпе ашшĕ-амăшне, тренерсене савăнтарĕç.

Спортпа физкультурăна кăмăллакансем валли тĕрлĕ секци ĕçлет. Кĕрешÿ мелĕсене туптакансем, фитнеса кăмăллакансем, шашкăпа шахматсăр пурăнайманнисем, футболсăр кун ирттерейменнисем кулленех кунта пуçтарăнаççĕ. Паллах, бассейнран та арçынсемпе хĕрарăмсем, ача-пăча тухма пĕлмеççĕ. Капăр çурт пĕр самант та çынсемсĕр тунсăхласа лармасть. Юлашки кăтартусене илес пулсан, уйăхра ачасемпе çамрăксен спорт шкулне 1983 çын килнĕ. Вĕсенчен шкул ачисем – 690, ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çÿрекенсем – 658, районти предприятисенче, организацисенче, учрежденисенче вăй хуракансем – 627. Асăннă хисеп ÿсессе, районти çынсем спортпа физкультура еннелле туртăнсах пырасса кунта ĕçлекенсем пĕрре те иккĕленмеççĕ. Вĕсем валли пур услови те туса параççĕ.

Паллах, "Туслăхра" вăй хуракансем те спортран хĕрринче пăрăнса юлмаççĕ. Вĕсене кашни ăмăртурах курма пулать. Тренерсемпе, инструкторсемпе пĕрлех старта бухгалтерсемпе ытти ĕçченсем те тухаççĕ. Час-часах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Сергей Галкин директор, Михаил Яковлев, директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ, Александр Ичанкин тренер, Андрей Измайлов, Татьяна Тимофеева инструкторсем, Ольга Полковникова тĕп бухгалтерпа Марина Мартынова бухгалтер, Наталья Хайыдова администратор, Наталья Семенова медицина ĕçченĕ, совместительствăпа ĕçлекен тренерсем тата ытти персонал пуринпе те кăмăллă калаçаççĕ, пур енлĕн пулăшма, вĕрентме тăрăшаççĕ.

Çакна та каласа хăварас килет: хăш-пĕр секцисене укçа тÿлесе çÿреме тивет. Анчах çакă сывлăхлă пулас текенсемшĕн чăрмав мар. Акă пĕр хутчен бассейна кĕрес тесен çитĕннисен – 70, ачасен – 35, теннисла выляма çитĕннисен – 30, ачасен – 15, фитнесшăн – 30, тренажер залĕнче пулнăшăн çитĕннисен – 30, ачасен 15 тенкĕ кăларса пама тивет. "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче ăсталăхĕсене туптакансен вара укçа-тенкĕ енчен тăкакланма тивмест.

Районти ăмăртусем, шкул ачисен Спартакиади те юлашки вăхăтра "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн территорийĕнче иртеççĕ.

Спортпа физкультурăна юратакансене, сывлăхлă та илемлĕ, илĕртÿллĕ пулас текенсене кунта хапăлласах кĕтсе илеççĕ, алăксем яланах пурин валли те уçă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 ноября 2012
00:00
Поделиться