Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пире мĕн самбо, мĕн дзюдо...

РАЙОНТИ ачасемпе çамрăксен спорт шулĕнче ăсталăха алла илекен çамрăк спортсменсем тĕрлĕ шайри ăмăртусене тăтăшах хутшăнаççĕ. Хутшăнаççĕ çеç мар, киле çĕнтерÿпе таврăнаççĕ.

Нумаях пулмасть Шупашкарта 1995-1996 çулсенче çуралнă çамрăк спортсменсем хушшинче самбо меслечĕпе кĕрешсе республикăра мала тухассишĕн турнир пулса иртрĕ. Унта 87 килограмм ытларах виçеллĕ кĕрешÿçĕсем хушшинче Виçпÿрт Шăмăршăри Артем Егоров иккĕмĕш, 87 килограмм таранчченхи виçере Шăмăршăри Игорь Ефимов виççĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç. 1998-1999 çулсенче çуралнă çамрăксен республикăри самбо енĕпе иртнĕ уçă турнирĕнче 56 килограма çити виçери спортсменсем хушшинче Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти Михаил Попов та пъедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарма пултарчĕ.

Районти спорт пурнăçĕнчи тепĕр паллă пулăм – шăмăршăсем 1997-1998 çулсенче çуралнă спортсменсем хушшинче Çĕнĕ Шупашкарта пулса иртнĕ дзюдо енĕпе кĕрешекенсем Пĕтĕм Раççейри вун пĕрмĕш турнирне хутшăнни. Ăна Чăваш Енре кĕрешÿн çак енне пуçарса янă Б.П. Лесныха асăнса ирттернĕ. Ăмăртăва Якутири, Тутарстанри, Мордва Республикинчи, Мари Элри, хамăр республикăри, çавăн пекех Самар, Пенза облаçĕсенчи кĕрешÿçĕсем хутшăннă. Асăннă турнирта 60 килограмм таранчченхи виçере Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта вĕренекен Иван Филиппов иккĕмĕш, унăн юлташĕ Александр Мадюкин виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 ноября 2012
00:00
Поделиться