Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кубок – шăмăршăсенче

ИНТЕРНАЦИОНАЛЛА тивĕçе пурнăçласа пуç хунă паттăрсене пур çĕрте те, кашниех асра тытаççĕ. Хамăр районтах, акă, кашни çулах Кахăрлă Шăхалĕнче çуралса ÿснĕ, Афганистанра паттăрла вилнĕ Валерий Кузнецова асăнса футбол турнирĕ иртет, спортсменсем ун ячĕллĕ Кубокшăн тупăшаççĕ.

Çакнашкал ырă традици Елчĕк районĕнче те пур. Кунта спорта юратакансем мини-футболла выляса Геннадий Захаров воин-интернационалистăн Кубокĕшĕн вăй виçеççĕ. Кăçал вăл Елчĕкри "Улăп" спорт керменĕнче, ноябрĕн 10-мĕшĕнче пулса иртнĕ.

Вун пĕрмĕш хут иртекен турнира республикăри вун икĕ команда хутшăннă. Вĕсен шутĕнче – шăмăршăсем.

Çивĕч кĕрешÿре иртнĕ матчсем. Çавах та, хăйсемпе тупăшнă командăсене парăнтарса, шăмăршăсем финала тухма пултарнă. Юлашки тĕл пулу – кил хуçисемпе.

Вăйă малтанхи минутсенченех хĕрÿ пуçланнă: никамăн та çĕнтерĕве вĕçертес килмест вĕт. Анчах хальхинче елчĕксене "тăван стенасем" те пулăшайман – вĕсем шăмăршăсем тапса кĕртнĕ икĕ мечĕкрен пĕрне çеç тавăрма мехел çитернĕ. Куçса çÿрекен Кубок – шăмăршăсенче.

Сăмах май, çак турнирта "Чи лайăх футболист" ята пирĕн ентеш Дмитрий Смирнов тивĕçнĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 ноября 2012
00:00
Поделиться