Хоккей коробкине юсарĕç
Хоккей – хĕллехи спортăн чи анлă сарăлнă тĕсĕсенчен пĕри. Çак вăйă çитĕннисене те, ачасене те килĕшет.
Çĕнĕ Чукалти хоккей коробкине темиçе çул каяллах тунăччĕ ĕнтĕ. Ял çыннисем ăна çуллен юсаççĕ, хĕллехи вăхăтра шыв сапса пăр сийне тикĕслеççĕ, юртан тасатса тăраççĕ.
Çак кунсенче акă спортăн хĕллехи сезонне хатĕрленсе, хоккей коробкине юсаса йĕркене кĕртрĕç. Çак ĕçе Чукал ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Чугунов ертсе пычĕ.
Пархатарлă ĕçшĕн Геннадий Петрович С.Симурзин депутата тата И.Андреева, Л.Сарандаева, И.Ильичева, В.Заказова, Н.Криушова чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каларĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"