Çамрăк çемьесене – патшалăх пулăшăвĕ
ÇАМРĂК çемьесен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма патшалăх енчен пулăшас тесе "Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" Федераллă тĕллевлĕ программа тата 2011-2015 çулсем валли йышăннă "Çурт-йĕр" федераллă тĕллевлĕ программăн "Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси" çум программине йышăнса хăварнă. Çак программăсем пирĕн районта пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.
"Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси" çум программăпа килĕшÿллĕн, 2012 çулта района 2474,80 пин тенкĕ уйăрса панă, çав шутран федераллă бюджетран – 1107,70 пин, республика бюджетĕнчен – 1367,10 пин тенкĕ. 2012 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак çум программа тăрăх 7 çемье çурт-хваттер туянма е хăйсен пÿртне тума социаллă тÿлев свидетельствисене – пурĕ 3214,89 пин тенкĕлĕх – илнĕ.
"Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" федераллă тĕллевлĕ программăна тĕпе хурса 2012 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 7981,41 пин тенкĕ уйăрса панă. Çак программăпа çурт-йĕр тума (туянма) 5 гражданина пурĕ 2268,72 пин тенкĕ, 9 çамрăк çемьене тата çамрăк специалиста 5712,69 пин тенкĕ уйăрнине çирĕплетекен социаллă тÿлев свидетельствипе тивĕçтернĕ.