Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Юмах-спектакльпе савăнтарчĕç

ШĂМĂРШĂРИ ачасен, Валентина Львова режиссер ертсе пыракан, "Çăлтăрсем" театр коллективне хамăр районта кăна мар, республикăра та лайăх пĕлеççĕ. Çак пултаруллă коллектив – республикăри ачасен, çамрăксен театр ушкăнĕсен нумай конкурсĕсен çĕнтерÿçи, республикăри "Театр – яланах театр" фестивальсен лауреачĕ.

"Çăлтăрсен" пĕчĕк актерĕсем ачасене çуллен çĕнĕрен те çĕнĕ спектакльсемпе савăнтараççĕ. Валентина Амросьевна премьерăсене ачасен тĕрлĕ ÿсĕмри ушкăнĕсене шута илсе хатĕрлет. Нумаях пулмасть коллектив хăйĕн репертуарне "Тĕлĕнтермĕш тилĕ" юмах постановкипе пуянлатрĕ. Вăл – шкул умĕнхи ÿсĕмри ачасем валли. Çак спектакльте коллективăн кĕçĕн ушкăнĕнчи ачасем выляççĕ.

Пĕчĕк актерсем ку спектакльпе "Ромашка" ача сачĕнче пулчĕç. Музыка енĕпе лайăх илемлетнĕ постановкăра ачасем илĕртÿллĕ костюмсемпе выляма тухни садик воспитанникĕсене тÿрех килĕшрĕ. Çитменнине, пĕчĕк актерсем нумаях пулмасть кăна-ха ача сачĕн выпускникĕсем пулнă.

Ачасем хăйсен ролĕсене ĕненмелле вылярĕç. Чее тилĕ сăнарне Александра Петрова (Шăмăршă вăтам шкулĕнче 4 "А" класра вĕренет) витĕмлĕн калăпларĕ. Вăл пурне те хăйĕн килĕшÿллĕ хусканăвĕсемпе, çыпăçуллă калаçăвĕпе, ташă ăсталăхĕпе тыткăнларĕ. Лăппи-лаппи утакан упа ролĕнче Даниил Воробьев пулчĕ. "Ку – вăрманти упа пекех", – терĕç куракансем. Даниил роле хăйне евĕр ташăсемпе пуянлатрĕ. Настя Милюшкина вара каласа паракан юмахçăн ролĕпе тĕлĕнтерчĕ.

Юмах постановки пурне те килĕшрĕ. Спектакль вĕçленсен пурте кăмăллăн алă çупрĕç.

"Çăлтăрсем" театр коллективĕн аслă ушкăнĕ çывăх кунсенчех районти ачасене "Иван – хресчен ывăлĕ" спектакль премьерипе савăнтарĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 ноября 2012
00:00
Поделиться