Суту-илĕве халалланă пурнăç
КАРАПАЙ Шăмăршăра пурăнакан, Шăмăршăри "Стройхозтовары" лавккара аслă сутуçăра вăй хуракан В. Прохорован суту-илÿри биографийĕ 35 çул каялла пуçланнă. 1977 çулта прилавок умне тăнă та Вера Михайловна, паянхи кунчченех çак йывăр та пархатарлă ĕçре тăрăшать.
– Манăн аттепе пĕр тăван Зина аппа кÿршĕллĕ Ясная поляна ялĕнче сутуçăра ĕçлетчĕ, – аса илет В.Прохорова. – Аслă классенче вĕреннĕ çулсенче ун патне хăнана тăтăш çÿреттĕм. Хăш-чухне Зина аппа хăйпе юнашар прилавок умне те тăрататчĕ. Суту-илÿ ĕçне шанса панă май, мана айккинчен сăнатчĕ хăй. "Вера, санăн сутуçăна вĕренме каймалла, – терĕ вăл пĕррехинче. – Сан евĕр лăпкă та тавçăруллă хĕрсен ĕç вырăнĕ – лавккара". Чăнах та, прилавок умĕнче эпĕ хама телейлĕ туяттăм.
Вăтам шкул пĕтерсен, 1976 çулта, В.Лукьянова (хĕр чухнехи хушамачĕ) Шупашкарти коопераци училищине вĕренме кĕнĕ. Ăна ăнăçлă пĕтерсен, 1977 çулхи сентябрьте хĕр тăван ялти – Карапай Шăмăршăри продуктсем сутакан лавккана ĕçлеме вырнаçнă. Пĕчĕк коллективра ĕçлĕ лару-тăру хуçаланнă. Н.Гаврилова заведующи, М.Фомина, А.Гаврилов, В.Лукьянова сутуçăсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленĕ. Ку, паллах, ăнăçлă ĕçлесе пыма, райпо палăртнă тавар çаврăнăшĕн планне уйăхсерен тултарма май панă. Çавна май ĕç укçине те сахалах мар илнĕ.
Мал ĕмĕтлĕ хĕр ĕçленĕ хушăрах заочнăй майпа Шупашкарти коопераци техникумĕнче вĕреннĕ. 1979 çулхи февральте Верăн пурнăçĕнче пысăк улшăну пулса иртнĕ: ялти ĕçчен те сăпайлă каччăпа – вырăнти вăрман пунктĕнче водительте вăй хуракан Василий Прохоровпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Туслă çемьене чунтан савăнтарса кил-çурта çак çулах ывăл тĕпренчĕкĕ килнĕ.
1986 çулта В.Прохорована, дипломлă специалиста, райпо правленийĕ ялти хуçалăх таварĕсем сутакан лавккана заведующи должноçне куçарнă. Унта Е.Шерникова сутуçăпа пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленĕ.
1993 çулта райпо çак лавккана хупсан Вера Михайловна хăй малтан вăй хунă продмагах ĕçлеме таврăннă. Çак лавккара М.Фоминапа пĕрле тăрăшнă.
2008 çултанпа М.Назарова предпринимателĕн Шăмăршăри "Стройхозтовары" лавккинче аслă сутуçăра вăй хурать В.Прохорова. Вăл Е.Карпова, А.Самсонова сутуçăсемпе тата склад заведующийĕпе – Д. Большаковпа – килĕштерсе ĕçлет.
– Вера Михайловна ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пынине, хăйĕн тивĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине палăртас килет, – терĕ М.Назарова предприниматель. – Суту-илÿре заведующи ĕçĕнче пысăк опыт пухнăскер, отчета та тирпейлĕн, туллин тата вăхăтра туса пырать.
Пархатарлă ĕçшĕн В.Прохорована райпон тата Чăвашпотребсоюзăн Хисеп грамотисемпе, Раççей потребкооперацийĕн "Суту-илÿре 25 çул тăрăшса ĕçленĕшĕн" знакĕпе наградăланă.
Мăшăрĕпе, Василий Николаевичпа (шел, йывăр чире пула вăл 2001 çулта хĕрĕх пиллĕкрех пурнăçран уйрăлса кайнă), икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ.
Паян, ноябрĕн 10-мĕшĕнче, В.Прохорова хăйĕн 55 çулхи юбилейне уявлать. Ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем çумне хутшăнса, Вера Михайловнăна чаплă юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр.