Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кăнтăрла та, çĕрле те – йĕрке хуралĕнче

СПРАВКА: С.Агеев 1975 çулта Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралнă. 1992 çулта вăтам шкул пĕтерсен милицин Шупашкарти ятарлă вăтам шкулне вĕренме кĕнĕ. 1994 çулта унта диплом тата лейтенант звани илсен Канаш хулинчи шалти ĕçсен пайĕнче следователь тата уголовнăй шырав оперуполномоченнăйĕн должноçĕсенче ĕçленĕ.

2008 çултанпа Шăмăршă районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшать. Малтан уголовнăй шырав службинче аслă оперуполномоченнăй пулнă. 2011 çулта Сергей Владимировича уйрăм начальникĕн оперативлă ĕçсемпе тимлекен çумĕ пулма çирĕплетнĕ. Ĕçленĕ хушăрах заочнăй майпа юридицин аслă пĕлĕвне илнĕ.

Районти полици уйрăмĕнче пурĕ 31 сотрудник тăрăшать. Вĕсенчен 26-шĕ – офицерсем. Вĕсем пурте юридици пĕлĕвне илнĕ. Уйрăмри сотрудниксем кăнтăрла та çĕрле те – талăкĕпех йĕрке хуралĕнче тăрса преступленисен çулне пÿлес, граждансене обществăлла хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăваççĕ.

Преступленисем тенĕрен, кăçалхи 10 уйăхра вĕсен шучĕ 126а çитнĕ (пĕлтĕр январь-октябрь уйăхĕнче 116 преступление регистрациленĕ). Кăçал преступленисен 94,4 процентне тăрă шыв çине кăларнă (пĕлтĕр çак тапхăрта – 93,3 процент). Тÿрех каламалла: çак цифра – республикăри чи лайăх кăтартусенчен пĕри.

Преступленисене уйрăммăн илсен, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, вĕлерессипе хăратасси, уççăн çаратасси (грабеж), наркотиксемпе çыхăннă преступленисем тăвасси, обществăлла вырăнсенче, урамсенче право йĕркисене пăсасси, çул çитменнисем, ÿсĕр çынсем, ниçта та ĕçлеменнисем кукăр çул çине тухасси ÿснĕ. Çын çине алă çĕкленĕ, саккуна пăсса килте хĕç-пăшал, патронсем упранă, экономика преступленийĕсемпе, растратăпа, коррупципе çыхăннă тÿнтерле ĕçсем тунă, ушкăнпа каварлашса преступлени çулĕ çине тăнă фактсем сахалтарах пулнă. Çынна йывăр амантнă, ăна вăтам шайри сурансем кÿнĕ (пĕрер факт), çынна хĕнесе-асаплантарса (истязание) пурăннă, хваттер çаратнă, взятка илнĕ (пĕрер факт) тĕслĕхсем пĕр шайрах юлнă.

Район территорийĕнче право йĕркисене тивĕçлĕ шайра тытса тăрасси техника паркĕнчи лару-тăрупа та çыхăннă. Ку енĕпе йĕркеллех темелле. Полици уйрăмĕн паркĕнче – 9 автомашина. Вĕсем – хальхи модификаципе кăларнисем. Автомашинăсенчен кашнинех сотрудниксене çирĕплетсе панă. Техника юсавлăхĕ – кулленхи тимлĕхре.

Уйрăмри кабинетсене компьютер техникипе пуянлатнă. Оперативлă ĕçре унăн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Сотрудниксем компьютер техникине май килнĕ таран упрама тăрăшаççĕ. Кăçал республикăри Шалти ĕçсен министерстви полици уйрăмне чи çĕнĕ йышши следстви-криминал аппаратурипе тивĕçтерни преступленисене уçса парассинче сисĕмлĕ пулăшу парса тăрать.

Сăмахăма вĕçленĕ май, хамăрăн туслă та ĕçлĕ лару-тăру хуçаланакан коллектива Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăх, йывăр та пархатарлă ĕçре чăтăмлăх, ăнăçу сунатăп. Çавăн пекех районти милици ветеранĕсене те уяв ячĕпе чĕререн тухакан сăмахсемпе саламлатăп.



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 ноября 2012
00:00
Поделиться