Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕнтерÿпе таврăннă

АКВАТЛОН енĕпе Чăваш Республикин турнирĕнче "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çÿрекен хастарсем лайăх результатсем кăтартнă. Илья Хлюкин хăйĕн ÿсĕмĕнчисем хушшинче пĕрремĕш вырăна тухнă, абсолютлă ăмăртура – виççĕмĕш. Пуçласа çак ăмăртăва хутшăнакансем, кĕçĕн ушкăнри спортсменсем хушшинче Маргарита Кудрявцева виççĕмĕш вырăн çĕнсе илни те пысăк çитĕнÿ. Алексей Яковлевпа Константин Ефимов та малти "вуннă" йышĕнче.

Чăваш Республикинчи триатлон енĕпе иртнĕ Федераци Кубокĕшĕн пынă тупăшура Вера Удина çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

1997 çулта çуралнă тата аслăраххисем хушшинче акватлон енĕпе республика чемпионатĕнче Дмитрий Ефимовран вăйлăраххи пулман, вăл – çĕнтерÿçĕ. Вăл Чăваш Ен командин рейтингĕнче виççĕмĕш вырăнта пырать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 ноября 2012
00:00
Поделиться