Трактористка та пулнă, санитаркăра та ĕçленĕ
Ярăславри Валентина Федоровна Яковлева (хĕр чухнехи хушамачĕ Карсакова) çак кунсенче 90 çул тултарчĕ. Хăйĕн ÿсĕмĕнчи ытти нумай-нумай тантăшĕсем пекех, хура-шурра сахал мар курнă вăл.
НАПРАВЛЕНИПЕ – МЕХАНИЗАТОРА ВĔРЕНМЕ
1922 çулта Ярăславра çуралнăскер, пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿснĕ вăл. Васан шкулĕнче 7 класс пĕтерсен Мускаври бинтсем туса хатĕрлекен комбината ĕçлеме кайнă. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Аслă Аттелĕх вăрçин вучĕ алхасма пуçласан тăван яла таврăнса колхозра ĕçлеме тытăннă. 1941 çулхи декабрьте Валентинăна тантăшĕсемпе пĕрле Улатăр таврашне окоп-траншея чавма янă. Унта шартлама сивĕре лум-кĕреçепе, выçăллă-тутăллă ĕçленĕ. Унтан таврăнсан ирçе хĕрне, унăн тракториста вĕренес ĕмĕт пуррине шута илсе, Канаш хулине механизатора вĕренме направлени панă. Унта удостоверени илсен Шăмăршăри машинăпа трактор станцийĕнче (МТС) комбайнсем юсакан цехра вăй хунă. Арçынсемпе юнашар ĕçлесе Валя вĕсенчен, опытлă механизаторсенчен, техника вăрттăнлăхĕсене алла илме тăрăшнă. "Техника тĕлĕшпе тавçăруллă эсĕ, часах хăв тĕллĕнех комбайнпа та, тракторпа та ĕçлеме пуçлăн акă", – хавхалантарнă ăна ĕçтешĕсем.
КОМБАЙН РУЛĔ УМĔНЧЕ
Арçын комбайнерсенчен чылайăшне фронта ăсатсан вырма тапхăрĕнче Валентина Карсакова комбайн рулĕ умне ларать, Анат Чаткас тата Патирек хирĕсенче тырă вырать. Каярахпа тракторпа ĕçлет.
– Эпир Ярăславри Зоя Розовапа, Карапай Шăмăршăри Елизавета Денисовапа юнашар ĕçлеттĕмĕр, – аса илет Валентина Федоровна. – Пире, хĕрсене, газогенераторлă тракторсемпе ĕçлеме çав тери кансĕрччĕ. Çак техника хыçне бункер вырнаçтарнăччĕ, унта шакмаксем пăрахса çунтарнă. МТС краççынпа ĕçлекен "НАТИ" тракторсем килсен вара пирĕн ĕç чылай çăмăлланчĕ.
Хĕр трактористсем выçăллă-тутăллă ĕçленĕ. Апла пулин те чăтăмлăн çĕр сухаланă, вăрмантан йывăç кăларнă, ытти ĕçсем тунă. Тылра хăйсем Аслă Çĕнтерÿшĕн ĕçленине питĕ лайăх ăнланнă вĕсем.
ТУСЛĂ ÇЕМЬЕРЕ – ТĂВАТĂ АЧА
1944 çулта Валентина Карсакова МТСра хăй пекех трактористра ĕçлекен эвакуаци йĕркипе килнĕ Николай Яковлевпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Туслă çемьере умлă-хыçлă тăватă ача çуралнă.
Вăрçă пĕтсен те вĕсем колхозрах ĕçленĕ. 50-мĕш çулсенче Казахстан çĕрĕсене сухалама, тырă акса ÿстерме пуçланă. Çĕнĕ çерем çĕрĕсем çинче ĕçлеме, паллах, трактористсемпе комбайнерсем, шоферсем питĕ нумай кирлĕ пулнă. Николай Яковлев та Казахстанра ĕçлеме кăмăл тунă. Çемье валли укçа-тенкĕ ĕçлесе илме ĕмĕтленсе вăл ытти механизаторсемпе пĕрле унта тухса кайнă. Анчах унта Николай пĕр хыпарсăр çухалнă...
Валя аппа ачисене пĕчченех ÿстерсе çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Питĕ шел, пĕр ывăлĕпе пĕр хĕрĕ йывăр чире пула пурнăçран çамрăклах уйрăлса кайнă.
ТАСА ЧУНЛĂ САНИТАРКА
1956 çултан пуçласа Валя аппа районти тĕп больницăра санитаркăра ĕçлеме пуçланă. Çак ĕçре 1981 çулчченех вăй хунă. Хăйĕн тивĕçне çулран-çул таса чунпа пурнăçласа пынă.
Тылри ĕçшĕн Валя аппана "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн" медальпе наградăланă. Районта тĕп больницăри тăрăшулăхшăн "Ĕç ветеранĕ" медале тивĕçнĕ.
Çак кунсенче Валентина Федоровна хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Сăмах май, унăн хĕрĕ те, Людмила, 40 çула яхăн районти тĕп больницăра санитаркăра тăрăшнăскер, нумаях пулмасть 60 çулхи юбилейне уявларĕ. Валя аппа хĕрĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Вĕсем йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ.
Юбилей кунĕнче Васан ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем, культура работникĕсем ĕçпе тыл ветеранне В. Яковлевана килне кайсах саламларĕç (сăн ÿкерчĕкре), ырлăх-сывлăх сунчĕç, парне, чечексен çыххине пачĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю. Ильин Валентина Федоровнăна Раççей Президенчĕ В.Путин алă пуснă саламлă çырăва парса хисеплерĕ. Хăйне çакăн пек чысланăшăн ветеран пурне те ăшшăн тав турĕ.