Тимлĕх – малти вырăнта
ÇУРАН çÿрекенсем хушшинче тата çул урлă каçмалли ятарласа палăртнă вырăнсен таврашĕнче аварисем ан пулччăр тесе, октябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 1-мĕшĕччен Чăваш Республикин территорийĕнче Пĕтĕм Раççейри социаллă кампани ("Пешеход, на переход!") иртет.
Çак кампание хутшăнса, октябрĕн 26-мĕшĕнче, "Çĕрпÿ-Ульяновск" автоçул çинче, Карапай Шăмăршă тĕлĕнче, çул урлă каçмалли ятарлă вырăнта ку ялти вăтам шкулта вĕренекенсемпе тата çамрăк инспекторсен отрядĕнчи активистсемпе полицин ГИБДД служби профилактика мероприятийĕ ирттерчĕ. Çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркисен проблемине çĕклесе тата çивĕчлетсе Карапай Шăмăршă шкулĕнче вĕренекенсем çула тухнă водительсене малтан çырса хатĕрленĕ çырусем пачĕç, палăртнă вырăна лайăх çитме ăнăçу сунчĕç. Ачасем çырусенче водительсене çул çинче яланах тимлĕ пулма, руль умне урă пуçпа ларма ыйтнă, çуран тухнă çынсене çул урлă каçмалли ятарлă вырăнсенче чăрмавсăр ирттерсе яма сĕннĕ. "Эсир, водительсем, тата эпир, çул çине çуран тухнисем, пĕр-пĕрне ăнлансан, хисеплесен, çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнсан аварисем пулмĕччĕç, – çырнă ачасем. – Кун пек чухне эпир атте-аннесĕр, эсир – ачасемсĕр юлмăттăмăр..."
Полицин районти уйрăмĕн ГИБДД службин инспекторĕсем ачасемпе çул-йĕр правилисем тăрăх калаçу ирттерчĕç, вĕсене çирĕплетсе хăварас тĕллевпе вăйă-викторина йĕркелерĕç.
Мероприятие вĕçлесе вĕренекенсем çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнма, çул урлă каçнă чухне икĕ енне те пăхса илме, çывăхра транспорт килнине курсан тăхтаса тăма шантарчĕç.