Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тĕрĕслĕхшĕн тăрăшнă

ВĂХĂТ кустăрми малаллах çаврăнать. Эпир, 70-90 çулсенче районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ çынсем, милици ветеранĕсем шутланатпăр ĕнтĕ. Анчах та йĕрке хуралĕнчи канăçсăр çулсем, юнашар тăрса служба тивĕçне пурнăçланă, йывăрлăхсене пĕрле пайланă чухнехи юлташсем, уйрăмах пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă ĕçтешсем час-часах куç умне тухса тăраççĕ.

Эпир, Шăмăршăра пурăнакан милици ветеранĕсем, час-часах районти полици уйрăмĕнче пулатпăр, унти çамрăк сотрудниксемпе тĕл пулусем йĕркелетпĕр, усăллă канашсемпе паха сĕнÿсемпе пулăшатпăр. Паллах, пурнăçран уйрăлнă, хăйсен пархатарлă ĕçĕпе районта ырă йĕр хăварнă милици сотрудникĕсене те аса илетпĕр, вĕсен службăри ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа паратпăр. Хама илсен, эпĕ нумай чухне тĕслĕх вырăнне отставкăри милици майорне Валерий Иванович Кудряшова асăнатăп. Хăйĕн çамрăклăхне, вăй питти çулĕсене милици ĕçĕнче ирттернĕскер, служба тивĕçне пенсие тухичченех тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăскер, йывăр чире пула вăл 10 çул каялла пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ.

Валерий Ивановичпа пĕрле нумай çул тачă çыхăнса ĕçленĕ, оперативлă мероприятисенчен чылайăшне пĕрле хатĕрлесе пурнăçа кĕртнĕ май, эпĕ вулакансене ун пирки çырса кăтартас терĕм.

Валерий КУДРЯШОВ (сăн ÿкерчĕкре) 1946 çулхи октябрь уйăхĕнче çуралнă. 1954-1964 çулсенче Шăмăршăри вăтам шкулта вĕреннĕ. Вĕренÿре яланах лайăх ĕлкĕрсе пынă вăл, спортпа та питĕ туслă пулнă. Шкулта аттестат илсен архитектурăпа строительство институтне вĕренме кĕме документсем тăратнă, анчах та, экзаменсене ăнăçлă тытнă пулсан та, ялтан килнĕ каччăна пысăк конкурс витĕр тухма май килмен. Яла таврăннă йĕкĕт вăхăта ахаль ирттерме шутламан – ялти клубра заведующире ĕçлеме пуçланă. Çак ĕçренех ăна тăванĕсем, ял-йыш çар службине ăсатнă. Служба çулĕсем Казахстанри Байконур космодромĕнче иртнĕ.

Виçĕ çултан службăран таврăнсан Шупашкарти агрегат заводне ĕçе вырнаçнă. Унта пĕр çулталăк вăй хурсан ăна, ĕçре çирĕп дисциплинăпа тата тăрăшулăхпа палăрса тăнă каччăна, комсомол комитетне чĕнсе илнĕ, хулари шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлеме сĕннĕ. Çĕнĕ Шăмăршă çамрăкĕ килĕшнĕ.

Çапла майпа, 1969 çулхи январьте, Валерий Кудряшовăн йĕрке хуралĕнчи биографийĕ пуçланнă. Çамрăк милици сотрудникне Атăл порчĕ таврашĕнчи патруль службинче тăма çирĕплетнĕ. Атăл юхан шывĕ çинче навигаци пуçланиччен милици работникĕсене хатĕрлекен курссенче виçĕ уйăх вĕренсе тивĕçлĕ документ илнĕ.

1969 çулхи май уйăхĕ унăн пурнăçĕнче хăйне евĕр паллă йĕр хăварнă. Çамрăк милиционер çак илемлĕ тапхăрта хăй чунтан килĕштерекен хĕрпе – Валентина Павловапа пĕр çемьене пĕрлешнĕ.

Канмалли кунсенче йĕкĕт яланах юратнă мăшăрĕ патне – яла васканă. Пĕррехинче вăл Шăмăршă районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн начальникĕпе, милици капитанĕпе А.Кондратьевпа тĕл пулнă. Яштака, тирпейлĕ çи-пуçлă, хăйне питĕ сăпайлă тытакан милици сотрудникĕнчен вăл Шупашкарти служби пирки ыйтса пĕлнĕ, çемйипе интересленнĕ. Калаçнă май, хăй умĕнче тăрăшуллă сотрудник тăнине тÿрех ăнланнă начальник, çамрăка тăван районти милици пайне ĕçлеме куçма сĕннĕ. Пĕрлех Шăмăршăпа Баскак ял Совечĕсене кĕрекен административлă территорисенче ĕçлеме милицин участковăй инспекторĕ кирлĕ пулнине те систернĕ. Участковăйăн ĕçĕ канăçсăр та кăткăс пулнине пĕлсе тăрсах, Валерий Иванович, йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхнăскер, çак должноçра ĕçлеме хатĕррине пĕлтернĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 ноября 2012
00:00
Поделиться