Наркотик пире кирлĕ мар!
КАШНИ кунах наркомани сарăлса пыни, çамрăксем çак серепене кĕрсе ÿкнĕ пирки калаçаççĕ. Наркотике пула вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлса каякансем çулран-çул ÿссе пыни те паллă. Апла пулсан та выльăх çимен наркăмăшпа туслашма, хăйсен ĕмĕрĕсене кĕскетме тăрăшакансем çав-çавах пур. Минутлăх киленĕçшĕн хăйсен пурнăçне татаççĕ, преступлени çулĕ çине тăраççĕ, ашшĕ-амăшне хуйхăртаççĕ.
Пирĕн районта наркомани енĕпе мĕнлерех ĕçсем-ши; Çакна пĕлес шутпа тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсемпе калаçса пăхрăмăр.
Наталья ПОЛЯКОВА, районти тĕп больницăри врач-нарколог:
– Паянхи кун тĕлне наркотиксемпе айкашакансем пирĕн районта учетра тăмаççĕ. Çакă савăнтарать, анчах лăпланса лармалла тенине пĕлтермест çакă. Шкулта вĕренекенсемпе, çамрăксемпе тĕл пулса наркотиксен сиенĕ пирки каласа ăнлантарсах тăратпăр. Кам пĕлет, тен, пирĕн районтан хулана кайнă çамрăксем "шурă вилĕме" ас тивеççĕ; Çакăн пирки çирĕплетме май çук. Çавăн пекех çĕр-шывра пурĕ миçе наркоман пулнине те никам та тĕрĕс шутласа кăлараймасть.
Пирус туртакансен, эрех-сăра ĕçекенсен шучĕ нумаййи вара сехĕрлентерет. Арçынсем те, хĕрарăмсем те черкке хыççăн черкке пушатаççĕ. Çул çитмен çамрăксем те хăйсен пуласлăхне эрех-сăра кĕленчи витĕр сăнаса курма тăрăшни те чуна ыраттарать. Районти тĕп больницăн наркологи кабинетĕнче 196 ĕçкĕç учетра тăрать, вĕсенчен 25-шĕ – хĕрарăм.
Паллах, наркотик пекех, эрех-сăрапа пирус та çынна тĕп тăвать, пурăнас çулсене кĕскетет.
Сергей АГЕЕВ, районти полици уйрăмĕн начальникĕн çумĕ:
– Наркомани – хăрушă япала. Вăл ырри патне илсе çитермест. Наркотик туянас тесе çынсем преступлени çулĕ çине тăраççĕ. Кирлĕ "дозăна" туянассишĕн вĕсем килти пурлăха та сутаççĕ, хăйсен ашшĕ-амăшĕнчен хăратса-хĕнесе укçа-тенкине те туртса илеççĕ.
Район администрацийĕнче кăçал наркомани енĕпе тунă икĕ преступление тупса палăртса уçăмлатнă. Уйрăмах пирĕн тăрăха мăкăнь пуçтарма килеççĕ. Çынсем вара, пĕлсе тăрсах саккуна пăсса, хăйсен хуçалăхĕсенче "илемлĕ чечеке" çитĕнтереççĕ. Темшĕн каланине хăлхана чикесшĕн мар хăшĕ-пĕри.
Профилактика ĕçĕсем те час-часах ирттеретпĕр. Çынсене наркотик хутăшĕллĕ ÿсен-тăрана çитĕнтерме юраманни, уншăн явап тыттарни пирки асăрхаттарсах тăратпăр.
Эрех-сăра ĕçсе преступлени тăвакансен, руль умне ларакансен шучĕ те чакмасть-ха.
Светлана ЧЕГАЕВА, район администрацийĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссин специалисчĕ:
– Ку ĕçре эпĕ çĕнĕ çын-ха. Анчах та районти лару-тăрупа паллашса пыратăп, маларах ĕçленисемпе канашлатăп. Наркомани енĕпе илес пулсан, çул çитмен çамрăксем хушшинче çак усал хыпар сарăлни сисĕнмест. Кашни ларурах наркотиксем, эрех-сăра, пирус çамрăк организмшăн сиенлĕ пулнине калатпăр. Çавăнпа та çак "усалсемпе" пурин те харăс тăрса вирлĕн кĕрешмелле.
Шкулсенче вĕренекенсемпе тĕл пулнă чухне те чи малтан вĕсене пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме, çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулма, пурнăç наркотиксĕр, эрех-сăрасăр, пируссăр та илемлĕ те хаваслă пулни пирки ăнлантарма тăрăшатпăр. Çак наркăмăшсенчен пăрăнса тăма, вĕсене нихăçан та алла тытмалла марри çинчен пĕлтеретпĕр.
Çынна çĕр çинче пĕр хутчен кăна пурăнмалла тунă. Унăн ĕмĕрĕ ытла та кĕске. Ăна туллин те телейлĕн, сывă пурăнса ирттерес вырăнне тĕрлĕ наркăмăшсем тутанса кун-çула кĕскететпĕр. Вăхăтлăх киленĕçшĕн мĕн виличчен нушаланатпăр. Наркотик, эрех-сăра, пирус çынна кирлех-ши; Вĕсемсĕр пурăнма май çук-ши; Яланах наркăмăшсем пире кирлĕ мар тесе калар!