Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа

РАЙОНТИ культура учрежденийĕсенче Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç.

Халăх пĕрлĕхĕн уявне палăртни – Тăван çĕр-шыв историне хисеплесе пысăк вырăна хуни, Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынипе халăх ополченийĕ паттăрлăхне асра тытни. XVII ĕмĕрте тĕрлĕ наци халăхĕсем тата тĕрлĕ тĕне ĕненекенсем ютран килнĕ тăшмана çапса аркатас, Тăван çĕр-шыва ун пусмăрĕнчен хăтарас тĕллевпе пĕр вăя пĕтĕçнĕ. Халăх пĕрлĕхĕ хаяр тăшмана çапса аркатма, Раççей патшалăхне малалла аталанма май панă. XVII ĕмĕр варринче Руç каллех тĕнчере чи вăйлă патшалăхсенчен пĕри пулса тăнă. Пĕрлех халăхсен пĕрлĕхĕ те, патриотла туйăмĕ те вăйланнă.

Пăтранчăк тапхăра вĕçлесе Польша интервенчĕсене хăваласа яни православи тĕнне ĕненекенсен уявĕпе, Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕн – вăл Раççей çыннисене мĕн пур вăхăтра лăплантаракан тата инкексенчен çăлакан пулса тăрать – праçникĕпе пĕр килет. Пирĕн çĕршывра çак уява Пĕтĕм Раççейри наци календарьне кĕртни тĕрлĕ наци халăхĕсем хушшинчи тăнăçлăха упранине, Раççей патшалăхĕнче ĕмĕр-ĕмĕр пыракан йăла-йĕркене малалла чыслăн тăсса пынине çирĕплетет.

Октябрĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 7-мĕшĕччен районти библиотекăсенче "Эпир пĕр шăпапа çыхăннă" ятпа тематикăллă куравсем, çавра сĕтел хушшинчи калаçусем, конкурссем, истори урокĕсем иртрĕç. Ноябрĕн 2-мĕшĕнче Шăмăршă ял тăрăхĕн тĕп библиотекинче шкулта вĕренекенсем валли "Чун-чĕрем – Раççейпе пĕрле" истори сехетне интереслĕ йĕркеленине палăртмалла. Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕн библиотекинче – "Эпĕ пурăнакан тĕнче", Пуянкасси ял поселенийĕн библиотекинче – "Истори тапхăрĕсем" истори сехечĕсем, Палтиелĕнчи культурăпа кану центрĕнче – "Вĕсем Раççее мухтава кăларнă" литературăпа истори композицийĕ, Васанти краеведени халăх музейĕнче – "Юратнă тăван ен" истори сехечĕ, Карапай Шăмăршăри культурăпа кану центрĕнче призывниксем валли ("Паттăрлăх" патриотла клуб çумĕнче) "Салтаксем пулса çуралмаççĕ..." тематикăллă-кĕвĕллĕ программа ирттерни, вĕсене пурте кăмăллăн йышăнни культура ĕçченĕсене илем кÿрет.

Районти культура аталанăвĕн центрĕнче ноябрĕн 2-мĕшĕнче пысăк концерт пулчĕ. Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалланă çак мероприятипе культура ĕçченĕсем творчество сезонне уçрĕç. Центр çумĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕсем, уйрăм солистсем тулли залри халăха илемлĕ юрă-ташăпа, сăвă-такмакпа савăнтарчĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 ноября 2012
00:00
Поделиться