Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хаксем – енчĕке кура

РАЙОН администрацийĕн экономика пайĕ ваккăн суту-илÿ тăвакан предприятисенче апат-çимĕç хакĕсен мониторингне ирттернĕ. Унăн кăтартăвĕсем çапларах: юлашки вăхăтра, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, шăнтнă пулă хакĕ 9,97 процент чакнă. Халĕ ăна пĕр килограмне 58,7 тенкĕпе туянма пулать. Сĕт хакĕ те пĕчĕкрех: пĕр литрĕ – 30 тенкĕ те 62 пус. Чăх çăмарти кирлĕ – пĕр теçеткишĕн 35 тенкĕ ытларах кăларса хур (малтан 40 тенкĕччĕ).

Пĕр вăхăтра хура тул кĕрпи хакĕ самай ÿссе кайнăччĕ, халĕ вăл та чакнă: пĕр килограмĕ вăтамран 35 тенкĕ çеç.

Çав вăхăтрах хăш-пĕр продуктсен хакĕ ÿсни те палăрать. Сăмахран пĕр килограмм услам çу хакĕ 212 тенкĕ те 98 пуса, пĕр литр тип çу 61 тенкĕ те 38 пуса, пĕр килограмм тулă çăнăхĕ 21 тенкĕ те 20 пуса, рис (пĕр килограмĕ) 32 тенке çитнĕ. Ытти кĕрпесен хакĕсем те кăштах ÿснĕ. Макарон изделийĕсем пирки те çакнах каламалла. Ку çеç те мар, кăçал пахча çимĕçсемпе улма-çырла та пĕлтĕрхинчен хаклăрах.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 ноября 2012
00:00
Поделиться