Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вăл пирĕншĕн – халĕ те редактор

ÇАМРĂКСЕНЧЕН кая юлмасăр вăр-вар утса-чупса çÿрекен çын утмăл пиллĕке çитнĕ тесен кам ĕнентĕр; Анчах мĕн тăвăн: вăхăт – çирĕп бухгалтер тейĕн, шут шăрçисем пекех кашни çулах шута илсе пырать...

Сăмаха аякран пуçларăмăр пулин те, вулакансене (шăпах вĕсене) çак тĕрленчĕк геройĕпе паллаштарни вырăнлă пулĕ. Тĕрĕссипе, районта пурăнакансем ăна, тен, манран та ытларах пĕлеççĕ.

Шÿтлеме, кулма юратать Петр Фомин.

– Хам хăçан çуралнине ас тумастăп – ытла пĕчĕк пулнă пуль, – тет юбиляр. – Атте-анне калани, хут çине çырни тĕрĕсех иккен...

Мĕн тăвăн; Вăхăта тытса чараймăн. Çавах та малтанласа Петр Иванович 1947 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче çут тĕнчене килнине палăртса хăварар пулĕ.

П.Фомин районта пурăнакансемшĕн чи малтанах опытлă журналист, хаçатçă пулнипе паллă. Анчах çакăн патне илсе пыракан çул уншăн пĕрре те ансат пулман.

Петя шкулта вĕреннĕ çулсенчех район хаçачĕпе тачă çыхăну тытма пуçланă. Унăн малашнехи пурнăç çулне суйласа илме çакă та пулăшнă пулĕ.

Вăхăтĕнче салтак пăттине те çинĕ пулас хаçатçă – 1966-1968 çулсенче Демократиллĕ Германи Республикинчи Совет Çарĕсен контингенчĕнче службăра тăнă, танкист киле офицер пакунĕсемпе таврăннă.

Ял ĕçченĕ ĕçсĕр пурăнаять-и вара; Салтак аттине хывнă йĕкĕт Горькири (халĕ Чул хула) çар заводĕнче фрезировщик пулса ĕçленĕ.

1970 çулта хастар ялкора, перо тытма ан мантăр тесе пулĕ, район хаçачĕн редакцине чĕнсе илнĕ. Шăпах çакăнтанпа лайăх пĕлме пуçланă вулакансем П.Фомина.

Хаçат ĕçĕ – çав тĕри йывăр ĕç: редакцире вăй хураканăн нумайăшĕн умĕнче явап тытма тивет. Ку тĕлĕшпе те шанăçа тÿрре кăларнă Петр Иванович: лайăххине лайăх, начаррине начар тенĕ. Журналист этикине пăхăннă, эппин.

Журналист шкулĕ пурнăç тетпĕр пулин те, ятарлă пĕлÿ те кирлех. П.Фомин та И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Сăмах май, вăл студент çулĕсенче университетри "Çил çунат" литпĕрлешÿ ĕçне те активлă хутшăннă. Çавăн пекех, çĕр-шыври журналистика факультечĕсен наукăпа практика конференцине хутшăнни те студентшăн пурнăçри паллă пулăм пулса юлнă.

Алла диплом илсен П.Фомин "Коммунизм çулĕ" хаçатра çырусен пайĕн пуçлăхĕ пулса ĕçлеме тытăннă, пыра-киле тĕп редактор таран ÿснĕ, коллектива нумай çул ăнăçлă ертсе пынă. СССР Журналистсен союзĕн членне 1997 çулта "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.

Унпа пĕрле ĕçленисем ăна халĕ те ырăпа çеç аса илеççĕ, хăйсене пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнăшăн тав тăваççĕ.

Пичет ĕçĕн ветеранĕ тăван хаçатпа халĕ те тачă çыхăну тытать, редакцие килсех çÿрет, ĕçлĕ сĕнÿсемпе канашсем парать. Вăл пирĕншĕн – халĕ те редактор.



"Шăмăршă хыпарĕ"
03 ноября 2012
00:00
Поделиться