Шкулта вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç
РАЙОНТИ милици ветеранĕсен совечĕ Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен органĕсен тата Шалти çарсен ветеранĕсен совечĕпе (ăна милицин отставкăри генерал-майорĕ М.Киселев ертсе пырать), ветерансен районти совечĕпе, полицин районти уйрăмĕпе тачă çыхăнса ĕçлет, тĕрлĕ мероприятисем ирттерет.
Акă нумаях пулмасть милицин районти ветеранĕсен совечĕ Шăмăршăри вăтам шкулта 5-11 классенче вĕренекенсемпе "Правона сыхлакан тата хÿтĕлекен органсенче ĕçлесе Тăван çĕр-шыва усă кÿресси" темăпа калаçу йĕркелерĕ. Çак тĕл пулăва Шупашкартан килнĕ хăнасем те хутшăнчĕç.
Кĕске сăмах каласа актовăй залри мероприятие шкул директорĕ О. Еремеева уçрĕ, шкул выпускникне, милици ветеранĕсен районти совечĕн председательне, милицин отставкăри подполковникне Е. Сетриванова сăмах пачĕ.
Егор Михайлович Шăмăршă шкулĕнче вĕреннĕ çулсене кăмăллăн аса илчĕ. Кунта тарăн пĕлÿпе пĕрлех, патриотла воспитани ĕçне тата спортпа физкультурăна та пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ. Çак ырă енсем Е. Сетриванова Пограничнăй çарсенче службăра тăма, кайран Горькири милицин аслă шкулне пĕтерсе йĕркелĕх хуралĕнчи офицер должноçĕсенче чĕрĕк ĕмĕр ăнăçлă ĕçлеме май панă.
Е. Сетриванов хыççăн Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен органĕсен тата Шалти çарсен ветеранĕсен совечĕн председателĕн çумĕ, ЧР ШĔМĕн обществăлла совечĕн членĕ, милицин отставкăри полковникĕ Л.Егоров тухса калаçрĕ. Леонид Антонович, хăй вăхăтĕнче шалти ĕçсен органĕсенче яваплă должноçсенче ĕçленĕскер, йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен çăмăл мар служби çинчен каласа пачĕ, вĕренекенсене тарăн пĕлÿ илме, физкультурăпа, спортпа туслă пурăнса сывлăха çирĕплетме ăнăçу сунчĕ, выпускниксене РФ Шалти ĕçсен министерствин институчĕсене вĕренме кĕме сĕнчĕ, полици офицерĕн ĕçĕ сумлă та хисеплĕ пулнине асăнчĕ.
Малалла вара милицин отставкăри полковникĕ Ю.Григорьев сăмах илчĕ. Юрий Иванович, ятарлă заданисене пурнăçлакан отряд командирĕ пулнăскер, Афганистанри, Çурçĕр Кавказ регионĕсенчи тата ют çĕр-шывсенчи "вĕри точкăсенчи" тапхăрсем пирки питĕ интереслĕ каласа кăтартрĕ, Чăваш Енри йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем пур çĕрте те çирĕп дисциплинăпа тата паттăрлăхпа палăрса тăни пирки пĕлтерчĕ.
Кун хыççăн ЧР ШĔМĕ çумĕнчи обществăлла совет членĕ Э. Егоров, район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ С.Егоров, РФ ШĔМĕн Чăваш Республикинчи "Батыревский" пайĕн кадрсемпе ĕçлекен инспекторĕ Н.Максимов, полицин районти уйрăмĕн начальникĕн тивĕçне пурнăçлаканĕ С.Агеев, çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕ Н.Мазякова тухса калаçрĕç, вĕренекенсене право йĕркисемпе паллаштарчĕç. Район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Н.Игнатьева мероприятие пĕтĕмлетнĕ май интереслĕ те усăллă тĕл пулу йĕркеленĕшĕн милицин районти совечĕн председательне Е.Сетриванова тав турĕ, çакнашкал мероприятисене ытти шкулсенче те йĕркелеме сĕнчĕ.