Аварире виççĕн вилнĕ, иккĕн аманнă
ОКТЯБРĔН 26-28-мĕшĕсенче Чăваш Республикин территорийĕнче "Ÿсĕр водитель" ятпа черетлĕ рейд иртрĕ. Çак мероприяти вăхăтĕнче республикăра 102 ÿсĕр водителе тытса чарнă, тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.
Ÿсĕр водительсен айăпне пула Чăваш Енре аварисем тăтăшах пулаççĕ. Акă октябрĕн 25-мĕшĕнче 18 сехет тĕлнелле, "Çĕрпÿ – Ульяновск" автоçулăн 92-мĕш километрĕнче ВАЗ-21113 автомобиль водителĕ – ăна сентябрьти "Ÿсĕр водитель" рейд вăхăтĕнче транспортпа çÿреме чарнă пулнă ĕнтĕ – тепĕр автомашинăран иртсе кайнă чухне ВАЗ-21150 автомобиле пырса çапăннă. Авари вăхăтĕнче икĕ водитель те тÿрех вилнĕ. ВАЗ-21150 салонĕнчи хĕрарăм та, малти ларкăч çинче ларса пынăскер, пурнăçран уйрăлнă. Икĕ пĕчĕк ача – вĕсене хыçала, ятарлă устройствăллă ларкăч çине вырнаçтарнă пулнă – аманнă. Ачасене тÿрех Шупашкарти больницăна ăсатнă. Çапла вара, яваплăха туйман водитель ним айăпсăр икĕ çынна хăйпе пĕрле леш тĕнчене илсе кайнă. Икĕ пĕчĕк ачан сывлăхĕ çине çак йывăр авари мĕнлерех йĕр хăварни хальлĕхе паллă мар-ха.
Çак тĕслĕх ытти водительсемшĕн те çирĕп урок вырăнне пуласса шанас килет.