Ĕçченсене – хисеп те чыс
КАШНИ отрасльре ĕçлекенсен – хăйсен уявĕ. Юн кун ял хуçалăхĕнче вăй хуракансем хăйсен ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетме пухăнчĕç.
– Шăмăршăсем – ĕçчен халăх, – терĕ уява уçса район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев. – Хамăра пур енĕпе те кăтартмалăх пур. Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне продукци туса илес тĕлĕшпех, сăмахран, пирĕн район республикăра чи лайăххисен шутĕнче.
Валерий Петровичăн сăмахне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Никифоров малалла тăсрĕ. Вăл каланă тăрăх, хуçалăхсенче çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтлă ирттернĕ, калчасене пăхса ÿстерес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçленĕ. Тыр-пула, пропашной культурăсене пухса кĕртес ĕçсем те йĕркеллĕ иртнĕ. Кĕр тыррисене те палăртнă чухлĕ акса хăварнă, халĕ юлашки гектарсем çинче суха тăваççĕ.
Выльăх-чĕрлĕх шучĕ те ÿссех пырать. Вĕсене ăнăçлă хĕл каçарма витесене юсанă, дизинфекциленĕ. Утă-улăм, сĕтеклĕ апатсем те çителĕклех. Ял хуçалăх техникине хĕл каçма лартас ĕçе те начар мар йĕркеленĕ. Çитес çулхи çур акинче вăрлăхсем тĕлĕшпе те чăрмав пулмалла мар.
– Лайăххи – лайăх, анчах ĕçлемелли сахал мар, – пĕтĕмлетрĕ хăйĕн сăмахне В.Никифоров.
Ĕçне кура – хисепĕ. Уй-хирте, фермăсенче тар тăкакансем, фермерсем тав сăмахне чăннипех тивĕçлĕ. Ĕçре малта пыракансене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.Никифоров, Патшалăх агрохими службин центрĕн директорĕ А.Коршунов, Раççей Банкĕн Шăмăршăри офисĕн ертÿçи О.Алексеев, "Россельхозбанк" банкăн районти офисĕн ертÿçи В.Федотов, "Россгосстрахăн" районти уйрăмĕн начальникĕ Ю.Угарин саламларĕç, ятарлă парнесемпе, хисеп хучĕсемпе чысларĕç.
Уявра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Ял хуçалăх министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçнисем те йышлă пулчĕç.
Яланхи пекех, ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ уяв концерчĕпе вĕçленчĕ.