Çĕр пушă выртмасть
Владимир НИКОЛАЕВ. |
– МАЛТАНЛАСА чылай иккĕленсе тăтăм: фермер хуçалăхĕ йĕркелемелле-ши е çук; – хăй шухăшне пытармасть паян Василий Павлов фермер. – Хам хресчен юнĕллĕ те – ĕçе пуçарса ярасах терĕм. Çакăншăн пĕрре те ÿпкелешместĕп. Василий Николаевича чăннипех çĕр хуçи теме пулать. Хуçалăхра усă курман пĕр пусăм çĕр те çук. Кăçал кăна фермер 465 гектар çинче тухăçлă тыр-пул (кашни гектартан 24,6 центнер – районти чи лайăх кăтарту!) пуçтарса кĕртнĕ. Мĕнре-ха ăнăçлăх сăлтавĕ; – Çĕре юратмалла, – тет фермер, – паянхи ĕçе ырана хăвармалла мар. Хуçалăхра, çанталăк условийĕсене кура, çурхи ака-суха ĕçĕсене пĕтĕмпех вăхăтлă, агротехникăна çирĕп пăхăнса ирттернĕ. Пĕр сăмахпа, вăхăтпа май килнĕ таран туллин усă курнă. Калчасене те ачана пăхнă пек пăхнă. Тухăç пирки маларах асăнтăмăр. Сăмах май, фермер çур аки валли те вăрлăхсене çителĕклĕ таран хывса хăварнă. Килти пахчана тепĕр чух кĕреçепе чавса ĕçе кĕртетпĕр пулсан, çакăн чухлĕ çĕре алă вăйĕпе ĕçе кĕртеймĕн. Фермерăн техника паркĕ те чухăн мар. Кăçал кăна, сăмахран, çĕнĕ БДН агрегат туяннă. Çĕр ĕçĕнче питĕ кирлĕскер. Фермер хăй пĕччен çеç пур ĕçе те ĕлкĕрейменни пуриншĕн те паллă. – Епле-ха унсăрăн; – тет Василий Николаевич. – Çурхи ака-суха ĕçĕсенче те, кĕр акинче те Евгений Филимонов маттур пулчĕ. Хуçалăхра кăçал 130 гектар тулă, 170 гектар урпа, 65 гектар хура тул, 25 гектар сĕлĕ пухса кĕртнĕ. Тÿрех каламалла: пĕр кунлăх ĕç мар. Евгений Янгалаков комбайнер вара уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе усă курма тăрăшнă, çавăнпах вырма та ăнăçлă вĕçленнĕ. Фермера çитес çулхи тухăç та шухăшлаттарать. Хуçалăхра кĕр тыррисене те акса хăварнă. Сăмах май, кунта 24 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăксене икĕ хутчен çулса илсе самаях – сутмалăх та – утă хатĕрленĕ. Владимир МИХАЙЛОВ. Ферма çулĕ халь те такăр... ЧУН туртăмĕ темелле-ши е аслисенчен пыракан йăла: нумай чухне ачасем, ÿснĕçемĕн, ашшĕ-амăшĕн çулне суйласа илеççĕ. Виталийĕн ашшĕ – Зосим – ĕмĕрĕпех фермăра ĕçленĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхнă. Амăшĕ те ĕçрен ютшăнман, арманта вăй хунă. 1979 çулта В.Кудряшов сакăр класс пĕтернĕ. Малалла вĕренме кайма та майсем пулнă унăн. Çук – çамрăк çăмăл пурнăç шыраман. – Фермăра ĕçлес тетĕп, – тенĕ вăл ашшĕ-амăшне. – Ялтах юлас килет, хула – маншăн мар. Тен, тĕрĕс те тунă пулĕ. Виталий хăйĕн ĕçне ĕçре тупнă. "Шемуршинский" совхозра ăна ĕçе хаваспах йышăннă, выльăх-чĕрлĕхе пăхма шаннă. Нумай çул иртнĕ ĕнтĕ унтанпа. Ферма сукмакĕ уншăн халĕ те такăр. – Виталий Зосимович хăй пĕччен темиçе çынна тăрать, – тет ун пирки "Шанс" сахал яваплă общество ертÿçи В.Еремеев. – Ун аллисенче ĕç вĕресе тăрать. |