Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Парăма вăхăтра татмалла

СУД приставĕнче вăй хуракансен ĕçне çăмăл теме çук. Вĕсен яланах çынсемпе ĕçлемелле. Тĕрĕсрех каласан, вĕсен парăмĕсене шырамалла, ĕç пуçармалла, административлă протоколсем çырмалла, суд залĕнчи йĕркелĕхе сăнамалла.

РАЙОНТА 10 уйăхра пурĕ 3682 ĕç пуçарнă, 5220 ĕç пăхса тухнă. Мĕнлерех ĕçсем-ха вĕсем; Мĕншĕн суд приставĕнче тăрăшакансен парăмçăсене йĕрлеме тивет; Çынсем саккуна пăснишĕн тÿлемелли срока пăхăнмаççĕ. Палăртнă вăхăтĕнчен тÿлеменнисене вара суд приставĕ хăйĕн "аллине" илет. Налук тĕлĕшĕпе 205 ĕç, административлă штрафсемпе 3749 ĕç (вĕсенчен 2009-шĕ çул-йĕр правилисене пăснăшăн), пурăнмалли çурт-йĕршĕн панă штрафсемпе 39 ĕç, алимент тÿлеменнисемпе 125 ĕç пуçланă. Çак ĕçсене пăхса тухса 718 пин тенкĕ, 165 пин тенкĕ ĕçе пурнăçланăшăн шыраса илнĕ. Пурĕ 1 миллион тенкĕ парăм шыраса илнĕ.

Çапла пĕрре каласах ĕçе пурнăçлама хăнăхаймаççĕ-ха çынсем: штрафсене, алиментсене вăхăтра тÿлемеççĕ. Çакнашкаллисемпе вара суд приставĕн ĕçченĕсен ĕçлеме тивет. Юратса пĕрлешнĕ çынсен çулĕсем икĕ еннелле уйрăлса каяççĕ те вĕсен вара алимент тÿлесе пурăнма тивет. Шел, анчах çак тивĕçе пурнăçлассинчен пăрăнма тăрăшакансем те пур. Алимент тÿлеменнисен тĕлĕшĕпе 5 уголовлă ĕç пуçарнă. Ыттисене вара çакă шухăша ямалла пек ĕнтĕ. Çук çав. Паллах, тÿлеме тăрăшакансем те пур, палăртнă суммăран пĕчĕк пайне ачасем патне çитереççĕ. Анчах алимент парăмĕ вĕсемшĕн чакни сисĕнмест. Алимент тÿлес ыйтупа суд приставне çакланнă çынсем ниçта та ĕçлемеççĕ. Теприсем укçа-тенкĕ ĕçлесе илсен те пухăннă парăма татма шутламаççĕ. Алимент вăхăтра тÿлеменшĕн никама та çăмăллăх памасть, суд йышăнăвне пурнăçламах тивет.

Патшалăх умĕнче пысăк парăма кĕнĕ çынсене йĕрлесси, вĕсенчен парăма шыраса илесси те çăмăл ĕç мар. Çулран-çул суд приставĕнче пăхса тухакан ĕçсен шучĕ ÿссе пырать. Парăмçăсен пуянлăхне (çурт-йĕрне, машина-тракторне), банкри счечĕсене те арестлеççĕ. Кун пек тĕслĕхсем те йышлансах пыраççĕ.

Суд приставĕн ĕçченĕсем судри йĕркелĕхе те пăхса тăраççĕ. Кăçал вĕсем судьясем пăхса тухакан 1000 ытла суда хутшăннă. Кунта та хăйсене тытма пĕлменнисем тĕл пулаççĕ, вĕсене "ăса" вĕрентме тивет. Пыманнисене вара, шыраса тупса суд залне илсе килмелле.

Районти суд приставĕнче 10-ăн тăрăшаççĕ: Владислав Путяков начальник, Валерий Осиповпа Надежда Сарафанова исполнительсем, Раиса Синелева суд приставĕн исполнителĕн пулăшуçи, Валерий Петров, Николай Федотов, Александр Чернов, Владимир Гаврилов суд ĕçĕсен йĕркелĕхĕн пайĕн ĕçченĕсем, Наталья Мульдиярова делопроизводитель, Александр Семенов водитель. Вĕсем пурте хăйсен тивĕçĕсене лайăх пурнăçлаççĕ.

Кам пĕлет, тен, хамăр пĕлмесĕрех пирĕн парăм пур; Çакна эсир http,ŸŸwwwĕ r21ĕfssprusĕruŸissŸipŸ официаллă сайта кĕрсе пĕлме пултаратăр. Çавăн пекех "Мегафон" компанийĕ те сирĕн телефон çине, эсир парăмра пулсан, СМС-пĕлтерÿ ярать. Кун пек пĕлтерÿ илтĕр пулсан, тÿрех суд приставне васкăр.

Ноябрĕн 1-мĕшĕнче суд приставĕнче ĕçлекенсен уявĕ. Çак уявпа ĕçтешĕмсене, суд приставĕнче вăй хунисене чун-чĕререн саламлатăп, телей, ăнăçу сунатăп.



"Шăмăршă хыпарĕ"
31 октября 2012
00:00
Поделиться