Чăннипех тава тивĕçлисем
Асьхат Усьманович УСЬМАНОВ (8.08.1929 – 3.01.2012, Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Кахăрлă ялĕ, Çĕнĕ Шăмăршăра пурăннă). Çамрăклах колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Çартан таврăнсан пĕр хушă фермăсен заведующийĕ пулнă, каярахпа, 1990 çулччен – "Шемуршинский" совхозри пĕрремĕш бригада бригадирĕ. 1983 çулта "Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят панă.
Михаил Николаевич УХВАРКИН (30.08.1934, Тури Чаткас). 1967 çулта "Восход" колхоз председателĕ пулма суйланă. Вăл ертсе пынă çулсенче хуçалăх экономика тĕлĕшĕнчен аталанса вăй илнĕ, районта малта пыраканнисенчен пĕри пулса тăнă. Унччен маларах учитель пулса ĕçленĕ. 1977 çулта ăна "Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.
Николай Васильевич УХВАРКИН (19.01.1951, Тури Чаткас). "Восход" колхозра нумай çул бригадир пулса ĕçленĕ, ĕçе йĕркелесе-ертсе пыма пĕлнипе палăрса тăнă. 1985 çулта "Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.
Валерий Петрович ФАДЕЕВ (15.11.1952, Анат Чаткас). Ĕç биографине ялти Культура çурчĕн художество пултарулăх ертÿçинчен пуçланă. 1973-1975 çулсенче "Восход" колхозра водитель пулса ĕçленĕ. 1977-1985 çулсенче – КПСС райкомĕн инструкторĕ, 1985 çултанпа – "Агропромхими" пĕрлешÿ председателĕ. 1987 çулта халăх депутачĕсен район Совечĕн председателĕ пулма суйланă. Хальхи вăхăтра – район администрацийĕн пуçлăхĕ. 2000 çулта "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ" хисеплĕ ят панă.
Мария Степановна ФЕДОРОВА (5.03.1943, Пуянкасси. Шăмăршăра пурăнать). 1963 çулта Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Хула Çырми ялĕнчи ветеринари участокĕнче ĕçлеме тытăннă.1965 çултанпа – Палтиелĕнчи ветеринари участокĕнче, 1975-2004 çулсенче – выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен районти станцийĕнчи лабораторири врач-лаборант, заведующийĕ. 1993 çулта "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят панă.
Николай Леонтьевич ФОМИН (10.08.1927, Ярăслав). Пурнăç çулне МТСран пуçланă. 1950 çултанпа, тивĕçлĕ канăва тухичченех, "Гвардеец" хуçалăхра трактористра ĕçленĕ. 1962 çулта "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ" ята тивĕçнĕ.
Юрий Михайлович ФРОЛОВ (22.08.1939, Ярăслав, Шăмăршăра пурăнать). 1954-1957 çулсенче МТСра прицепщикра ĕçленĕ, кайран шахтăра вăй хунă, Шупашкарти пĕр заводра электросварщик, мастер пулнă. 1967 çултанпа – "Сельхозтехника" уйрăмĕн токарĕ, энергетикĕ, аслă пĕлÿ илсен – инженер, управляющий. 1986 çулта ял хуçалăх управленийĕн тĕп инженерĕ пулма çирĕплетнĕ. Пĕр хушă Чайковский хулинче ĕçлесе пурăннă, унтан каллех малтанхи ĕçе таврăннă.1999 çулта "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" ят панă.
Менир Хазянзанович ХАМДЕЕВ (15.03.1956, Патирек). "Искра" колхозра фермăсен заведующийĕ пулса ĕçленĕ, 1985 çултанпа – профком председателĕ, партком секретарĕ. 1989 çултанпа "Искра" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕн председателĕ пулма суйланă. 2012 çултанпа – Шăмăршă районĕн пуçлăхĕ. 1997 çулта Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят панă.
Валериян Федорович ЧУМУРКИН (11.02.1950, Анат Чаткас). Малтанласа Хĕрлĕ Васанти пуçламăш шкулта ачасене вĕрентнĕ. 1968-1969 çулсенче – Баскак шкулĕн учителĕ. 1975 çултанпа – "Восход" колхозри выльăх-чĕрлĕх фермисене механизацилес тата электрофикацилес ĕç инженерĕ. 1980 çулта Патăрьелĕнчи ММК-4 инженер-прорабĕ. 1994-1995 çулсенче – "Заря" ООО инженерĕ, 1996-2000 çулсенче – "Агростройгаз" ЗАОн "Лига-Шемурша" участокĕн директорĕ. 2000 çулта "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ" ят панă.
Виталий Порфирьевич ЮМАНОВ (1946, Кивĕ Шăмăршă). Пурнăçĕ ял хуçалăх производствипе çыхăннă. 1980-1983 çулсенче – "Шемуршинский" совхоз инженер-электрикĕ, 1984-2006 çулсенче – "Сельэнерго" ертÿçи. 1987 çулта ăна "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ энергетикĕ" хисеплĕ ят панă.
Анатолий Александрович ЮНКЕРОВ (3.03.1937, Анат Чаткас). Тракторист. Ĕçе юратнипе, тĕплĕ пурнăçланипе палăрса тăнă. 1982 çулта ăна "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят парса чысланă.
Михаил Федорович ЮНКЕРОВ (1933, Анат Чаткас). "Восход" колхозра тракторист пулса ĕçленĕ. 1978 çулта ĕçри тăрăшулăхпа хастарлăхшăн "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят панă.