Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ăшă кăмăллă медицина ĕçченĕсем

ÇУЛСЕМ сисĕнмесĕрех хыçа юлса пыраççĕ. Халĕ эпĕ çиччĕмĕш теçеткере пыратăп ĕнтĕ. Пенсие тухиччен чĕрĕк ĕмĕр ытла агрономра ĕçлерĕм. Хăть мĕнле çанталăкра та уй-хирсем тăрăх мотоциклпа çÿренĕ. Çамрăк, вăй питти çын пулнă – аптраман. Ватлăх еннелле вара чир-чĕр те палăрма пуçлать...

Шăлсем пĕрин хыççăн тепри ыратма пуçланă май, нумаях пулмасть районти тĕп больницăна килтĕм. Регистраци ĕçне туса пыракансем мана Маргарита Старая шăл врачĕ патĕнче сипленме хут çырса пачĕç.

Маргарита Старая врачпа Людмила Надюкова медсестра мана шăл кабинетĕнче кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Ăшшăн калаçнă май, врач манăн шăлсене васкамасăр та тĕплĕн тĕрĕслесе тухрĕ, 5 шăла сиплемеллине палăртрĕ. Медицина ĕçченĕсем çав кунах сиплеве пуçăнчĕç.

Тата тăватă кун килтĕм эпĕ шăл кабинетне. Профессилле ăсталăхпа, чун ăшшипе ĕçлекен медработниксем малтан палăртнă шăлсене лайăх пахалăхпа сиплерĕç. Манпа пĕрле çак кабинета шăл сиплеттерме килнисем те врачпа медсестра пирки ырăпа кăна асăнчĕç.

Хамăрпа тимлĕ пулнăшăн, шăлсене тăрăшса сипленĕшĕн Маргарита Старая врачпа Людмила Надюкова медсестрана чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе тав тăватпăр, ĕçре малашне те ăнăçлă вăй хума ырлăх-сывлăх сунатпăр.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
31 октября 2012
00:00
Поделиться