Руле йĕркеллĕ тытса пыраймасан...
РАЙОНТИ полици уйрăмĕн ГИБДД служби "Полици çинчен" федераллă саккунпа, "ГИБДД положенийĕ çинчен" тата ытти документсен требованийĕсемпе килĕшÿллĕн ĕçлесе пырать, çул-йĕр çинчи йĕркелĕхшĕн тăрăшать.
Шел, аварисен шучĕ ÿссех пырать. Сăмахран, пĕлтĕр 9 уйăхра районти çулсем çинче 14 авари пулнине, вĕсенче 17 çын аманнине регистрациленĕччĕ. Кăçал вара çак тапхăрта 18 аварире 3 çын вилнине, 28 çын суранланнине шута илнĕ. Пĕр ÿсĕр водитель тунă кăçалхи аварире пĕр çын аманнă. Аварисене ачасем те лекнĕ. Кăçал 4 аварире пĕр ача вилнĕ, 5-шĕ суранланнă (пĕлтĕр çак тапхăрта 3 аварире 3 ача аманнă пулнă).
Аварисенчен 7-шĕ – транспорт хатĕрĕсем пĕр-пĕринпе пырса çапăннипе, 5-шĕ – руле йĕркеллĕ тытса пырайманнине пула çул айккине çаврăнса ÿкнипе, 3-шĕ – çуран пынă çын çине транспорт хатĕрĕ кĕрсе кайнипе, 2-шĕ – велосипедпа, мопедпа пынă çамрăка автомашина çапса хăварнипе, пĕри юпана пырса тăрăннипе çыхăннă.
Аварисенчен 8-шĕ – федераллă автоçул çинче, пĕри – республика, 7-шĕ – район пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче, 2-шĕ ялсенче пулса иртнĕ.
2012 çулта 9 уйăхра çул-йĕр правилисене пăснăшăн 1467 протокол çырнă. Уйрăммăн илсен, водительсем хăвăртлăх режимне пăхăнманнипе – 554 протокол, руль умне ÿсĕрле ларнипе – 86, çуран çÿрекенсем палăртнă вырăнта çул урлă каçнă чухне водительсем йĕркене пăснипе – 28, автотранспорт салонĕнче хăрушсăрлăх пиçиххине çыхманнипе – 144, штрафа вăхăтра тÿлеменнипе – 29, çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилине вырăна хуманнипе 68 протокол çырса хатĕрленĕ. Шыраса илнĕ пĕтĕмĕшле штрафсен сумми 484 пин те 458 тенкĕпе танлашать.
Хăвăртлăх режимне пăхăнманни, руле йĕркеллĕ тытса пырайманни авари тăвасси патне илсе пынине кашни водитель лайăх пĕлет. Анчах та, çакнашкал пăтăрмахсем тăтăшах пулаççĕ. Акă сентябрь уйăхĕнче Хусан водителĕ хăйĕн автомашинипе Анат Чаткас еннелле кайма тухнă. Анчах та руле йĕркеллĕ тытса пырайманнипе вăл çаврăмра çул айккинелле вирхĕннĕ. Юнашар ларса пынă пассажир çак аварире суранланнă, больницăна лекнĕ.
Халĕ, кĕрхи улшăнуллă тапхăрта, водительсене çул çинче тимлĕхе ÿстерме сĕнетпĕр. Хăвăртлăхпа дистанци режимне, транспорт хатĕрĕсем пĕр-пĕринчен иртсе каймалли йĕркене çирĕп пăхăнсан, руль умне урă пуçпа ларсан палăртнă вырăна вăхăтра та пăтăрмахсăр çитме пулать. Çакна кашни водителĕн асра тытмалла.