Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кĕпере тасатрĕç, çула тикĕслерĕç

КИВĔ ЧУКАЛТИ Хырпай кассинчен Пионер урамне каçмалли тимĕр-бетон кĕпере 20 çул каялла тунă. Кĕрхи-çурхи тапхăрта вăл, паллах, пылчăкланать. Пылчăк сийĕ вара çулран-çул пухăнса пырать. Кĕпер çывăхĕнче пурăнакансем ăна ик-виçĕ çулта пĕрре кĕреçепе хырса тасатаççĕ. Акă çак кунсенче Ольга Малеева, Татьяна Ильмухина, Алевтина Измайлова тата Анатолий Ильдяков алла кĕреçе тытса кĕпере тирпейлĕн тасатса тухрĕç.

Ялта тепĕр ырă пуçару та пулчĕ. Геннадий Чамеев, Илья Кувайский, Сергей Сергеевпа Николай Борзов хăйсен тракторĕсемпе Пионер урамĕнчен асфальтлă çул çине тухмалли вырăна – вăл яланах шывлă-пылчăклă тăратчĕ – вакă чул сарса тикĕслерĕç. Кун хыççăн вĕсем ферма таврашĕнчи çĕр айне пулнă тимĕр-бетон плитасене, усăсăр выртаканскерсене, бульдозерпа чавса-чышса кăларчĕç, вĕсене вакă чул çийĕн хурса тухрĕç.

Ялта çакнашкал пуçаруллă çынсем пулни пурне те савăнтарать. Тирпей-илем хамăршăнах-çке.



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 октября 2012
00:00
Поделиться