Ĕç стажĕ тăрăх – хисеплĕ ят
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Президенчĕн 2011 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнчи 90-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн, 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ят парасси районта малалла пырать.
Кăçалхи 9 уйăхра 40 çул (хĕрарăмсем) тата 45 çул (арçынсем) ĕçленĕ пенсионерсенчен 221-шĕ, çакнашкал ĕç стажĕсене çирĕплетекен документсем тăратса "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ят илнĕ. Вĕсем, саккунпа килĕшÿллĕн, кашни уйăхрах патшалăхран тивĕçлĕ социаллă пулăшу илсе тăраççĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"