Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пулăшу хăçан кирлĕ

КАШНИ ашшĕ-амăшĕ хăйĕн пепки çине пăхса шухăша каять: "Мĕнле çын пулать-ши унран;" Пултаруллă вĕренекен пулĕ-ши вăл;" Ача вĕренÿре мĕнле ĕлкĕрсе пырассине çуралсассăн пĕрремĕш çулĕсенчех палăртма пулать. Пуплев тĕрĕс аталанасси – кăткăс та вăрах вăхăт хушши йĕркеленекен процесс. Малтанах ачан хăйне калакан сăмахсене ăнланма вĕренмелле, чĕлхе-çăварпа кирлĕ пек "хуçаланмалла", кунсăр пуçне йĕри-таврари çынсене хăйĕн шухăшне те ăнлантарма вĕренес пулать. Эпир, "пысăккисем", ача сасăсене тĕрĕс каланипе калайманнине, шкула кайма пуçличченех вулама пĕлнипе пĕлменнине малти рете хуратпăр. Анчах та пуплев кăлтăкĕсем кунпа çеç çыхăнмаççĕ.

Логопедпа хăçан тĕл пулмалла-ши;

1 çулта – ачана çулталăка çитиччен невропатолог патĕнче сăнаса тăнă пулсассăн.

2 çулта – ача пуплевĕ 10 сăмахран та сахалтарах тăрать пулсассăн.

3 çулта – пуплев уйрăм сăмахсенчен анчах тăрсассăн, ача 2-3 сăмах сыпăнтарса калаçма пĕлмесессĕн, вăл мĕн калаçни ăнланмалла мар пулсассăн.

4 çулта – нумай сасăсене тĕрĕс мар калать пулсассăн.

Енчен те 3-4 çулхи ача сăмахри сыпăксене илтмест пулсассăн. Ача сăмахри сасăсене тĕрĕс мар каласан та сыпăк шутне арпаштармалла мар. Уçă сасăсем – сăмах тытăмĕ, унăн ритмики. Сăмахри сыпăксем арпашăнаççĕ, хутшăнаççĕ е çителĕксĕр – ача сăмах ритмне илтмест.

5-6 çулта – сасăсене тĕрĕс мар калать, предложение тĕрĕс мар йĕркелет, ÿкерчĕк тăрăх калав туса каласа параймасть, сăвва йывăрпа вĕренет, сас паллисене ас туса юлаймасть.

Пуçламăш классенче вĕренекен вуланă тата çырнă чухне йăнăшсем нумай тăвать пулсан.

Ача тытăнчăклăн калаçма пуçларĕ пулсассăн çийĕнчех логопед консультацийĕ тата психоневролог сиплевĕ кирлĕ.

Шкула кайма хатĕрленесси – питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тапхăр. Логопед пуплеври кăлтăксене, çырас тата вулас енĕпе пулакан йăнăшсене асăрхаттарма пултарать.

6 çул тĕлне ача хăйĕн йĕри-таврари япаласен ячĕсене пĕлмелле: савăт-сапа, сĕтел-пукан, кĕпе-тумтир... Ачапа пĕрмаях калаçасси, унăн сăмах словарьне аталантарасси яланхи пекех çивĕч тăрать. Ачапа юриех ларса ĕçлемесен те, борщ мĕнле пĕçернине, машина урапине мĕнле ылмаштарнине, компьютерпа мĕнле ĕçленине тата ыттине те каласа пани аван. Ку унăн сăмах словарьне аталанма, çĕнĕ сăмахсем кĕртме пулăшĕ. Енчен те ача çĕнĕ сăмахсене йывăрпа ас туса юлать е пĕр сăвă та ас туса юлаймасть пулсан, ăна логопед патне консультацие илсе кайăр.

5 çул тĕлне ача тĕрĕс предложенисемпе калаçмалла. Шкула кайиччен "сылтăм – сулахай", "ĕнер – паян" ăнлавсене лайăх пĕлмелле. Çаксене пĕлменни ачан курав туйăмĕ пăсăлнине пĕлтерет.

Çакна мĕнле ăнланмалла;

Акă пĕр-пĕр ÿкерчĕке куç умне кăларăр. Эпир ăна малтанах туллин йышăнатпăр, унтан тин деталĕсем çине куçатпăр. Ачасен вара пачах урăхла. Вĕсем ÿкерчĕке пайăн-пайăн кураççĕ, ун хыççăн анчах туллин йышăнаççĕ. 6 çул тĕлне ачасен йышăнăвĕ туллине çавăрăнмалла. Ăна çак майпа тĕрĕслеме пулать. Ачана нумай пайлă ÿкерчĕк ÿкерсе парăр. Сăмахран, чÿречеллĕ пÿрт. Пĕр чÿречин каркăçĕ пултăр, теприн – çук. Хÿме: сылтăм енче груша йывăççисем, сулахайра – улмуççисем. Мăйринчен тĕтĕм тухтăр. Çÿлти сулахай кĕтесре – хĕвел, сылтăмра – кайăксем тата ытти те. Ачана çак ÿкерчĕке чат çакăн пек ÿкерсе илме ыйтăр. Вăл ÿкерчĕке илемлĕ тунине мар, деталĕсене тĕрĕс тунине шута илмелле. Енчен те вăл йывăççисене вырăнпа ылмаштарчĕ, чÿрече каркăçне курмарĕ е тата ытти пайĕсене асăрхамарĕ пулсассăн, унăн курав туйăмĕ çителĕклĕ аталанманнине пĕлтерет.

Ачан чĕлхи лайăх аталантăр тесен ăна пÿрнесемпе ытларах ĕçлеттермелле. Вăл пластилинпа, конструкторпа, мозаикăпа, кубиксемпе ĕçлетĕр. Чуста çăрнă чухне амăшĕ унпа аппаланма май патăр. Кĕрпе е пăрçа тултарнă кастрюле пытарса хунă пĕчĕк теттесене шыраса туптăр. Ку ачашăн вăйă та, пÿрне мышцисем валли массаж та пулĕ.

Садике кайнă е таврăннă чухне йывăç çинчи вĕçен кайăксене е çурт чÿречисене шутлани усăллă. Сылтăм е сулахай, çÿлте е аялта, малта е хыçалта мĕн пуррине калани те аван пулĕ.

Эпир яланах ĕçлĕ, пирĕн нихăçан та вăхăт çук. Анчах та атте-анне пулсассăн пирĕншĕн чи малти вырăнта хамăрăн тĕпренчĕксем пулмаллах. Пепкепе калаçма, ăна ăнлантарса пама нихăçан та ан ÿркенĕр. Каярах ачăрта хăвăрăн ĕçе курма питĕ кăмăллă пулĕ. Эсир тăрăшни нихăçан та сая каймĕ.

Енчен те сире логопед консультацийĕ кирлĕ пулсан, ыйтăр – хуравлатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 октября 2012
00:00
Поделиться