Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Нумай ачаллă çемьесене – çĕр лаптăкĕсем

Нумай ачаллă çемьесене тĕллевлĕ социаллă пулăшу парса тăрасси Чăваш Республикинче патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăрать.

Нумай ачаллă çемьесен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе Чăваш Республикин "Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем уйăрса парасси çинчен" саккунне пурнăçлама май паракан мероприятисем иртеççĕ. Нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр, дача тума, килти хушма хуçалăха малалла аталантарма муниципаллă харпăрлăхри çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтереççĕ. Участоксене тÿлевсĕр тата яланлăхах параççĕ (торги ирттермесĕр).

Районти кашни ял тăрăхĕнчех нумай ачаллă çемьесем валли çĕр лаптăкĕсем уйăрма палăртнă. Паянхи кун тĕлне 43 çĕр участокĕ хатĕрленĕ, çав шутран 35-шне çемьесене валеçнĕ те ĕнтĕ. Тата 8-шне те çывăх вăхăтрах уйăраççĕ.

Хальхи вăхăтра нумай ачаллă çемьесене тата 41 çĕр лаптăкĕ уйăрса пама хатĕрленеççĕ.

Октябрĕн 17-мĕшĕнче республикăра, çав шутра пирĕн районта иртнĕ пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче федераллă миграци службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн начальникĕ Л.Дружинин, Раççей Федерацийĕн промышленноçпа суту-илÿ министерствин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн консультанчĕ М.Астраханцева, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ В.Петьков, экономика пайĕн начальникĕ Э.Жамкова, районти халăха социаллă хÿтлĕх парас енĕпе ĕçлекен пай ертÿçи Н.Ендиеров ертсе пыракан ушкăн Шăмăршă ял поселенийĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕ. Çак тĕл пулура, информаци кунĕн тĕп темисене сÿтсе явнипе пĕрлех, нумай ачаллă 8 çемьене çĕр лаптăкĕсен сертификачĕсене пачĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 октября 2012
00:00
Поделиться