Çулсем такăр – упрар хамăр
ТŸРĔ-ТАКĂР çул-йĕре кашниех кăмăллать. Вĕсене районта пăхса тăракансем – "Чăвашавтодор" ОАО филиалĕн Шăмăршăри çул-йĕр тăвакан тата юсакан участокĕ.
Кăçал кăна районта çулсене пăхса, тытса тăма 11987,9 пин тенкĕ, вăл шутран республика бюджетĕнчен субсидисен шучĕпе – 10789,1 пин тенкĕ. 1198,8 пин тенки – вырăнти бюджетран.
Çул-йĕр ăстисем кăçал та начар мар ĕçленĕ темелле. Авто çулсене тытса тăма кăна 5567,428 пин тенкĕ тăкакланă, Шăмăршă – Анат Чаткас – Красный Ключ, Пăчăрлă Пашьел – Вырăс Чукалĕ çулсене юсама 4987,9 пин тенкĕ усă курнă. Шăмăршăри Космовский урамĕнче асфальт та çатма пекех. Ленин урамĕпе çÿреме те кăмăллă халĕ. Пĕр сăмахпа, çулсем такăр – упрар хамăр. Çавăн пекех çул-йĕр юсасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ вĕсем. Кашни ялтах асфальтсене «саплаççĕ», çĕнетеççĕ, машинăсемпе çÿреме лайăх пултăр теççĕ.