Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сиенсĕр сигарет пулмасть...

ЮЛАШКИ вăхăтра çамрăксемпе шкулсенче вĕренекенсем хушшинче табак туртни çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Пирĕнтен кашниех табак сывлăха пысăк сиен кÿнине пĕлет. Çакнах сигарет пачки çине туртни сывлăхшăн сиенлĕ пулни çинчен асăрхаттарни те çирĕплетет. Çавах та нумайăшĕ çакна пĕлсе тăрсах пируса е сигарета çăвара хыпать. Мĕн ку; Çынна ăнланулăх çитмест е вăл сигарет умĕнче вăйсăр; Ăсли çын йăнăшĕ çинче вĕренет, ухмах çав йăнăша хăй туса пăхать, тенĕ. Туртакансенчен чылайăшĕ туртнипе тарăхать, анчах çав сиенлĕ йăларан хăтăлма кăмăл çирĕплĕхĕ çитеймест.

Çын организмĕнчи кирек мĕнле органа та никотинпа табак тĕтĕмĕ сиенлĕ витĕм кÿреççĕ. Табак тĕтĕмĕнчи сиенлĕ хутăшсем (сăмала тата ыт.те) сывлав çулĕсен клеткисене (сăмса хăвăлне, тип пыра, бронхăсене) сиенлеççĕ. Çавна пула пырта лăймака пухăнать, çынна ÿсĕрттерме тытăнать. Ÿпкесем хăйсен пиçĕлĕхне çухатаççĕ, юна кислород çителĕксĕр пыма тытăнать. Туртакан çамрăксен кăкăр кăшкарĕн калăпăшĕ, туртман çынсеннипе танлаштарсан, 25 процент пĕчĕкрех.

Табак тĕтĕмĕ туртакана кăна мар, туртман çынна та сиенлет, уйрăмах ачасене. Тĕтĕмлĕ пÿлĕмре вĕсем те туртакансем пекех пулса тăраççĕ. Тĕтĕм вĕсен сывлав çулĕсене вĕчĕлтентерет, ÿпкене лекет.

Ученăйсем çакна палăртнă: 15 çула çитичченех турма пуçланă çынсем тăтăш ÿпке ракĕпе вилеççĕ, стенокардипе миокард инфаркчĕпе, хырăмлăх çĕрнипе, гриппа, бронхитпа, ÿпке шыççипе, туберкулезпа тăтăшрах чирлеççĕ. Табак тĕтĕмĕ уйрăмах сывлав çулĕсен чирĕпе час-часах чирлекен ачасемшĕн хăрушă. Туртни ÿссе çитĕнмен организмшăн, çитĕннисемпе танлаштарсан, икĕ хут хăрушăрах.

Туртакан çамрăкăн ăс-тăнне сиенлĕ витĕм кÿрет табак. Çын хăвăрт манса каякан пулать, çийĕнчех тавçăрмасть, ас туса юлаймасть, вăл хăвăрт шăрчахланать.

Сиене пĕлсе тăрсах мĕншĕн туртма пуçлаççĕ-ха çамрăксем; Нумай чухне çак киревсĕр йăлана пĕр-пĕрне кура, çитĕннисем пек курăнма тăрăшнипе тытăнаççĕ. Ашшĕ, тетĕшсем, юлташĕсем, фильмсенче артистсем, юрăçсем туртнине кура халĕччен сигарет-пируса çăвара хыпман çамрăкăн та ăна хыпса пăхас, вăл мĕнлерех витĕм кÿнине пĕлес килет. Çавăнтан туртасси хăнăхăва куçать, усал йăла пулса тăрать.

Туртма пăрахас шухăшлă, анчах ку таранччен пăрахма вăй çитереймен çынсене çапла сĕнес килет:

- ирхине тăрсан, пирвайхи сигарета çăвара хыпас туртăма май пур таран каярах вăхăта куçарса пырăр. Апат çийиччен маларах пируса нихăçан та çăвара ан хыпăр;

- туртмаллине нумайшар пачка туянса ан хурăр. Пĕрне туртса пĕтермесĕр теприне ан туянăр;

- пепельницăсене, зажигалкăсене, туртассине аса илтерсе тăракан ытти япаласене килте куç тĕлĕнче ан тытăр;

- табак туртма юраман вырăнта ытларах пулма тăрăшăр;

- туртма пăрахас шухăшлă тепĕр юлташ тупсан тата çăмăлрах. Унпа тавлашмалла пăрахма, пĕр-пĕрне контроллесе, пулăшса, хавхалантарса пыма пулать;

- пăрахма шухăш тытрăр пулсан, çав вăхăта ырана, тепĕр куна куçарса ан пырăр, шухăшланă кунранах тытăнăр. Сигарета тăтăшах килте "манса хăварăр", кĕсьере пачка пур тăк алă пыратех.

Туртма пăрахасси хăвăртан, хăвăр кăмăл çирĕплĕхĕнчен кăна килет. Кашни çыннăн сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшмалла. Пурнăç çав тери илемлĕ, çавăнпа паха та. Апла пулсан, мĕншĕн-ха хамăр ĕмĕре те, çынсенне те табак тĕтĕмĕпе кĕскететпĕр;

Юлашкинчен çакна каласшăн: халĕ хĕрсемпе хĕрачасем те пирус мăкăрлантарнине тăтăш куратăн. Вĕсене уйрăмах шел: мĕншĕн тесен вĕсем пулас ача амăшĕсем-çке. Ача вара вартах аталанать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 октября 2012
00:00
Поделиться