Чăннипех тава тивĕçлисем
Петр Гурьевич ПОЛЯКОВ (15.02.1930, Хĕрлĕ Васан). Нумай çул "Восход" колхозра тракторист пулса ĕçленĕ, ĕçре хăйĕн тăрăшулăхĕпе тата хастарлăхĕпе палăрнă. 1983 çулта "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ" ята тивĕçнĕ.
Николай Михайлович РУБЦОВ (21.01.1929, Вырăс Чукал). "Волга" колхозра трактористра ĕçленĕ, пропашной культурăсене акса-лартса ÿстерес енĕпе уйрăмах палăрнă. 1984 çулта "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят панă.
Василий Иванович САМАРИН (1930, Кивĕ Шăмăршă). Ĕç стажĕ "Динамо" колхозра пуçланнă. 1965 çултанпа - Шăмăршăри МСОра, МПМКра платниксен бригадирĕ. 1982 çулта "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ строителĕ" хисеплĕ ят парса чысланă.
Галина Андреевна САМСОНОВА (8.03.1950, Тури Чаткас). Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех "Восход" колхозра выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хунă, çакăнтах 1983 çулта "Чăваш АССР ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ятпа чысланă.
Георгий Александрович СЕМЕНОВ (27.07.1934, Виçпÿрт Шăмăршă). Малтанласа колхозра, халăх сучĕн секретарĕ пулса ĕçленĕ. 1963 çултанпа - Патăрьелĕнчи ял хуçалăхĕпе производство управленийĕн агрономĕ, Комсомольски районĕнчи ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ. 1968-75 çулсенче - хамăр районти ял хуçалăх производствин начальникĕ. Чăваш АССР ял хуçалăх министрĕн çумĕ те пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех РФ Правительствин Чăваш Республикинчи Патшалăх инспекцийĕнче ĕçленĕ. 1970 çулта "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ" ят панă.
Иван Дмитриевич СЕМЕНОВ (28.01.1933, Кивĕ Шăмăршă). МТСри трактористсем хатĕрлекен курсран вĕренсе тухсан трактористра, юсав мастерскойĕнче слесарьте тăрăшнă. Ĕç ветеранне 1980 çулта "Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят парса чысланă.
Николай Георгиевич СЕРГЕЕВ (1.11.1946, Пăчăрлă Пашьел). Пуçаруллă, ĕçре малта пыракан механизатор пулнă. 1991 çулта Уруков ячĕллĕ колхоз трактористне "Чăваш ССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят панă.
Николай Павлович СЕРГЕЕВ (23.09.1940, Кивĕ Шăмăршă). Вун пиллĕкрех "Гвардеец" колхозра конюх пулса ĕçлеме тытăннă. 1963 çулта промышленность комбинатĕнче электромеханик пулма çирĕплетнĕ. 1980-1997 çулсенче - "Сельэнерго" пĕрлешÿри монтажниксен бригадирĕ. 1986 çулта "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ энергетикĕ" ят панă.
Валентин Иванович СИМУРЗИН (8.08.1936, Вырăс Чукал). Ĕмĕрĕпех "Волга" колхозра трактористра ĕçленĕ. Ăна 1986 çулта "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят парса чысланă.