Атте-анне, ăсатăр салтака...
Кĕрхи призыв пуçланчĕ. Каччăсен, ят тухнисен, хĕсмете кайма вăхăт çитрĕ. Ял урамĕсенче чуна пырса тивекен, кăмăла хуçакан салтак юрри илтĕнме пуçлĕ. Çара каякан ачапа пĕрле юлташĕсем тăванĕсем патне çитĕç, хăналанăшăн, салтака лайăх кайса килме пехилленĕшĕн тав туса юрлĕç: "Хуранĕ-хуранĕ шур хур пиçет, эпир хур, ай, çимесĕр каймастпăр. Çакăн чухлĕ чыс та хисеп тусан, эпир, ай, пуç çапмасăр каймастпăр".
Аннесемпе хĕрсен куçĕсем шывланĕç, аттесемпе тус-юлташăн кăмăлĕ хуçăлĕ. Ку паян тухнă йăла, пиртен килекен япала та мар. Апла пулсан чăн-чăн арçын пулса таврăнас тесен кашни сывлăхлă каччăн Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе туллин пурнăçламалла, салтак пăттине тутанса курмаллах.
Мĕнлерех пырать-ха кĕрхи призыв; Çакна уçăмлатма Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен пай пуçлăхĕпе Валентин Ляшенкопа çыхăнтăмăр.
– Валентин Валерьевич, çурхи призыв вĕçленчĕ кăна, сисмерĕмĕр те, каллех призыв вăхăчĕ çитрĕ. Хальхинче Шăмăршă районĕнчи миçе каччăна тĕрĕслеве чĕнме палăртнă;
– Призывран призыва пурăнатпăр тесе каласан тĕрĕсрех те пулать пулĕ. Медицина тĕрĕслевĕ, çара кайма панă хут, салтака каякан каччăсем, вĕсен юрри, Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласа таврăннисем... Çак йĕркепе сисĕнмесĕрех вăхăт иртет. Акă кĕрхи призыв вăхăтĕнче Шăмăршă районĕнчи 99 каччăна медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла. Шел те, пурте пĕрре чĕнтерсех килесшĕн мар. Хальхинче те 62-шĕ палăртнă вăхăта çитрĕç пулсан, 37-шĕшĕн ку ахаль ĕç пек кăна туйăнчĕ пулас.
– Призыв комиссине миçе çынна чĕнтернĕ;
– Вĕсем – 50. Çак шутран çар хĕсметне яма юрăхлисем вара 13-ĕн (тăваттăшĕ водительсем), 4-не сывлăхне кура запаса куçарнă, 20-не вăхăтлăха çар хĕсметне каяссинчен хăтарнă, кунта 18-шĕ – вĕренекенсем, пĕри – сывлăхне кура, тепри МЧС ĕçченĕ пулнипе салтак тумне тăхăнасран "хăтăлнине" асăнса хăвармалла. Çак ушкăнри тата 13-шне тепĕр хут медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма ăсатнă.
– Çапах та калăр-ха, кĕрхи призывра Шăмăршă районĕнчен миçен çара кайĕç;
– 25 каччăн пĕр çулталăка тăванĕсенчен, тус-юлташĕнчен, савнă хĕрĕсенчен инçетре пулма тивĕ. Куншăн пĕрре те кулянма кирлĕ мар, вăхăт питĕ хăвăрт иртсе каять. Каччăсем çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласанах çуралнă кĕтесе таврăнĕç. Ашшĕ-амăшĕн ывăлĕ салтак пулма юрăхлă пулнăшăн савăнмалла, мăнаçланмалла. Çарти пурнăç каччăсене чăн-чăн арçынна çавăрать.