Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чăннипех тава тивĕçлисем

Геннадий Петрович ЛЕОНТЬЕВ (1936, Васан). 1962 çулччен – Шăмăршăри МТС зоотехникĕ, 1962-1968 çулсенче – ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, ВЛКСМ Чăваш обкомĕн пай пуçлăхĕ. 1968-1975 çулсенче – КПСС Шупашкар хула комитечĕн инструкторĕ, КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕн пулăшуçи. 1975-1976 çулсенче – КПСС Вăрмар райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, унтан – КПСС Чăваш обкомĕн пай пуçлăхĕ. 1986-1990 çулсенче – ЧАССР Патшалăх агропромышленность комитечĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ – Чăваш АССР Министрĕ, ЧАССР апат-çимĕçпе хатĕрлев министрĕн пĕрремĕш çумĕ. 1991 çултан – Чăваш ССРĕнчи агропромышленность комитечĕн тĕп патшалăх инспекторĕ. Ăна "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят панă.

Александр Васильевич МАКСИМОВ (28.08.1966, Анат Чаткас). 1997 çулччен "Восход" колхозра зоотехник пулса ĕçленĕ. Çак çулах ăна Шăмăршăри апат-çимĕç комбиначĕн директорĕ пулма çирĕплетнĕ.

2004 çулта "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят панă.

Николай Васильевич МАЛОВ (1950, Виçпÿрт Шăмăршă). Куславкка районĕнчи "Заря" колхозри ферма заведующийĕ пулнă. 1976-1980 çулсенче "Новочебоксарская" чăх-чĕп фабрикинче ĕçленĕ. 1985 çултанпа – Кÿкеçри чăх-чĕп фабрикин директорĕ. 1990 çулта "Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" 1996 çулта "Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ятсем панă.

Мексум МУСТАФОВИЧ МАХМУТОВ (5.12. 1945, Палтиел). Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕç ветеранĕ "Мир" колхозра тракторист пулса ĕçленĕ, хуçалăхри малта пыракан механизаторсенчен пĕри пулнă. 2002 çулта "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят панă.

Валентин Макарович МОКЕЕВ (1932, Виçпÿрт Шăмăршă). Ĕмĕрĕпех "Правда" колхозра тракторист пулса ĕçленĕ, яланах хăйĕн хастарлăхĕпе палăрса тăнă, пуриншĕн те ырă тĕслĕх шутланнă. 1982 çулта ăна "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ" ят парса чысланă.

Гамильтон Александрович МУЛЛИН (1929, Патирек). Малтанласа тĕрлĕ хуçалăхсенче зоотехник пулса ĕçленĕ, республикăри "Чувашптицепром" трест директорĕ пулнă. 1985 çулта "Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.

Миназим Ибрагимович МУХАМЕТЗЯНОВ (20.06.1942, Палтиел). "Кзыл юл" колхозри уй-хир бригадинче, Казах ССРĕнче тракториста вĕренсе тухсан "Мир" колхозра ĕçленĕ. Пĕр хушă Шупашкарта заводра тăрăшнă, унтан – каллех тăван колхозра. 1974 çултанпа – Шăмăршăри механизациленĕ вăрман хуçалăхĕнче. 1981 çулта "Чăваш АССР промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят панă.

Николай Михайлович НИКИТИН (15. 03.1946, Виçпÿрт Шăмăршă). "Правда", "Победа" колхозсенче трактористра ĕçленĕ, малта пыракан опытлă тракторист пулнă. 1991 çулта "Чăваш ССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят панă.

Владимир Николаевич НИКИФОРОВ (3.10.1951, Патăрьел районĕ, Сăкăт). 1971-1973 çулсенче – Патăрьел районĕнчи "Красное знамя" колхоз электросварщикĕ. 1978 çултанпа Шăмăршă районĕнче ĕçлесе пурăнать. Малтанласа вăл выльăхсене искуствăлла майпа пĕтĕлентерекен тата хуçалăхсенчи зооветеринари ĕçĕсене йĕркелесе пыракан пай ертÿçи пулнă. 1980 çулта КПСС райкомĕн инструкторĕ пулма çирĕплетнĕ, 1983 çулта "Гвардеец" совхоз директорĕ пулма суйланă, ăна 15 çул ертсе пынă. 1998 çултанпа – район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ. 2001 çулта "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ" ят панă.

Василий Васильевич ПАЙМЕЕВ (3.04.1929, Патирек). Нумай çул "Искра" колхозра трактор бригадин бригадирĕ пулса ĕçленĕ. 1962 çулта "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ", 1970 çулта "РСФСР тава тивĕçлĕ механизаторĕ" ятсене панă.

Михаил Васильевич ПЕТЬКОВ (5.05.1949, Карапай Шăмăршă). Малтан тракторист пулса ĕçленĕ, 1977 çултанпа – трактор бригадин бригадирĕ, 1980 çултанпа – Киров ячĕллĕ колхозри фермăсен заведующийĕ, 2002 çултанпа – Киров ячĕллĕ ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕн председателĕ, 2006 çултанпа – фермер (хресчен) хуçалăхĕн ертÿçи. 1994 çулта "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят панă.

Евдокия Николаевна ПЛАТОНОВА (1925, Анат Чаткас. Пуянкассинче пурăннă). Ĕç биографийĕ Çĕнĕ Шăмăршăри пуçламăш шкул учительницинчен пуçланнă. 1950-1958 çулсенче Елчĕк районĕнче ĕçлесе пурăннă, 1958 çулта Пуянкассинчи ветеринари пунктĕнче ĕçлеме тытăннă, 1965 çулта ăна ветеринари пункчĕн заведующийĕ пулма çирĕплетнĕ. 1990 çулта "Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 октября 2012
00:00
Поделиться