Апат – ытлашшипех
УЯР çанталăкпа усă курса хуçалăхсенче (вăл шутра фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче те) выльăх апатне – утă, сенаж – çителĕклĕ чухлĕ, хăшĕсенче ытларах та хывса-хатĕрлесе хăварчĕç. Кăçал районта 270 гектар çинче кукуруза акса çитĕнтернĕччĕ, ăна йăлтах пухса кĕртнĕ. Апат запасне пуянлатса "Мир", "Шанс" ОООсенче, "Восход" тата "Искра" СХПКсенче паха силос та хывса хăварчĕç. Çакă хĕл кунĕсенче рациона татах пуянлатма май парĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"