Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пахалăх лайăххи туртать

"Л.В. КОРЧАКОВ" уйрăм çын предприятийĕн район центрĕнчи "Шăмăршă çăкăрĕ" лавккинчен çын татăлмасть темелле. Н.Хвандеева сутăç кун-каçа вуншар та вуншар çын ыйтăвне тивĕçтерет.

– Куллен вăтамран пилĕк пин тенкĕлĕх çăкăр-булка изделийĕсем, сахалтан та 400-500 тенкĕлĕх кукăльсем сутатăп, – тет Нина Егоровна.

Вăл каланă тăрăх, çынсем ытларах хура çăкăра килĕштереççĕ-мĕн.Унăн пахалăхĕ ытти çĕртен кÿрсе килекеннинчен чылай лайăхрах. Теприсем шурă çăкăр ыйтаççĕ. Витаминсемпе пуянлатни те вăрах выртмасть. Хăш-пĕр кунсенче Н.Хвандеева 400 буханка таранах çăкăр сутма ĕлкĕрет.

Çăкăр-булка изделийĕсемпе пĕрлех ытти таварсен ассортименчĕ те пуян. Вĕсем те начар мар сутăнаççĕ. Кулленхи тавар çаврăнăшĕ пĕчĕк лавккарах ултă-çичĕ пин тенкĕ е ытларах та пухăнать.

Нина Егоровна тĕрлĕ изделисем пĕçерсе хатĕрлемелли заказсене те хăех йышăнса юлать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 сентября 2012
00:00
Поделиться