Илпек Микулайĕн музейĕ
Ун ячĕпе музей те пур
ШĂМĂРШĂ районĕнчи Виçпÿрт Шăмăршăра чи малтанах пуçламăш шкула кĕтĕм. Чечексемпе илемлетнĕ картишри пĕлÿ çурчĕн стени çине çакнă, "Чăваш халăх писателĕн " тесе çырнă хăма курăнчĕ. Пĕр пÿлĕмре вырнçнăскере, "Салтак çи-пуçĕ тăхăнса вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă, тăван чĕлхемĕр тасалăхне çĕклеме нумай тăрăшнă ентеше, Чăваш халăх писательне хисеплесе" йĕркеленĕскере, 1989 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче уçнă.
– Вĕренекесем шкула пирвайхи хут çав çул кĕркунне кăна кĕчĕç пулин те музее писатель çуралнă кунĕнчех уçрĕç. Унтанпа экспонат сахал мар пуçтарăннă. Ку ĕçе ял-йыш та хутшăннă. Нумаях пулмасть çыравçăн виçĕ автобиографине Анатолий Ухтияров ярса пачĕ. Илпек Микулайĕпе çыхăннă экспонатсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Акă унăн бюсчĕ, çакнашкаллиех клубра пур, портречĕ, хулари хваттерĕнчи сĕтелĕ, пичет машинки. Николай Филиппович шашкăлла-шахматла выляма юратнă – пирĕн патра вăйă хăми упранать, – каларĕ музей заведующийĕ Ирина Гладкова. – Эпир литературăри унăн пултарулăхĕпе кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех палашма тытăнатпăр. Çавăнпа илемлĕ литература хайлавĕсен кĕнекисемсĕр пуçне унăн ĕçĕсем пур учебниксене те упратпăр.
Çак ялтах çуралса ÿснĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă поэтăн Владимир Бараевăн кĕтесне те тунă ентешĕсем. Унта чăвашсен авалхи ĕç хатĕрĕсене те тупса илсе пынă. Чăнах та, Илпек Микулайне асăнса уçнă музейра кăсăкли темĕн чухлех.
– Музее республикăран хăнасем килсен кĕрсе тухмасăр нихăçан та каймаççĕ. Пĕлÿ çурчĕ тăватă класлă çеç пулин те унта ăс пухакансем экскурси ирттереççĕ, – пĕлтерчĕ Ирина Валериевна. Ют çĕр- шыв çыннисем те Илпек Микулайĕн тăрăхне çитеççĕ. Франци хĕрарăмĕ Дельфина пирĕн патра хăнара пĕрре мар пулнă, журнала асăнмалăх çырнă, алă пуснă.
Килĕрен киле çÿренĕ
ИЛПЕК Микулайĕ çуралнă кил тахçанах çук. Ун вырăнĕнче урăх çемье йывăç пÿрт лартнă. Никам та пурăнманран вăл та пулин юхăнать. Çурт умĕнче вара асăну хăми тăратнă. Вĕсенчен пĕр кил урлă пурăнакан Падиаровсемпе сăмах ваклама май килчĕ.
– Çыравçă çав çуртра çуралса ÿснĕ кăна. Унăн çемйи Виçпÿрт поселокне куçса кайнă. Тем вăхăтран вĕсем каялла таврăннă, анчах урăх çуртра тĕпленнĕ, – аса илчĕ Павел Андреевич. – Илпек Микулайĕ çулла яла тăтăшах килсе çÿренĕ. Вăл кĕрсе тухман кил юлман пулĕ. Сăмах ăсти ватă çынсенчен темĕн те ыйтса тĕпченĕ, халăхăн иртнĕ пурнăçĕпе кăсăкланнă.
– Николай тете (Илпек Микулайĕ. – Авт.) пек çын сайра пулать,– сăмах хушрĕ Луиза Николаевна. – Вăл пуринпе те хисеплĕн калаçнă. Килсен пире, шăпăрлансене, çупăрлатчĕ. Асаттепе нумайччен халапласа лартчĕç.
Çыравçă çуралнă тăрăха кăтартса пĕрле çÿренĕ Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Аркадий Кузьмин та калаçăва хутшăнчĕ.
– Ас тăватăп-ха: эпĕ пĕчĕк чухне Николай Филиппович тăтăшах килетчĕ. Аттепе иккĕшĕ ирчченех пуплетчĕç, – терĕ Аркадий Эмирович "Хура çăкăр" çине сăмах куçсан. – Тĕне кĕмен чăвашсем романра ÿкерсе кăтартнă йăла-йĕркене ĕлĕк пăхăннă. Халĕ ун пекки çук паллах.
"Хура çăкăрти" сăнарсем Виçпÿрт Шăмăршă çыннисем-и; Автор вĕсен ячĕсемпе, чăнахах та усă курнă, анчах хăшĕ-пĕрин пурнăçĕ романрипе пĕр килмест иккен. Революцичченхи пурнăçа кăтартнă хайлаври çынсене, куçа-куçăн курманскерсене, паллах, пĕлме йывăр,
– Шерккее эпир пуян çынсен ретне тăнине куратпăр. Анчах вăл чăн пурнăçра нимĕнле мул та тупман. Халĕ халăхра "Шерккей таратайки" тенĕ сăмах çаврăнăшĕ çÿрет, – пĕлтерчĕ кил пуçĕ.
Луиза Николаевна ентешĕн чĕлхи питĕ пуяннине, çавăнпах "Хура çăкăр" витĕмлĕ пиçсе тухнине палăртрĕ.
– Роман тăрăх хатĕрленĕ пьесăна Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче лартнă. Валерий Яковлевпа ĕçтешĕсем ялта ĕлĕкхи çи-пуç пуçтарса çÿренĕ. Асатте кĕрĕкне – Шерккей рольне вылякан, Сайте сăнарне калăплаканни вара аннен тумне тăхăнса сцена çине тухнă. Сăмах май, паллă романра хамăн асаттене те куратăп, – терĕ Илпек Микулайĕн ентешĕ.
Çĕлĕкне хывса панă
НИКОЛАЙ Филиппович дачăна çÿренĕ. Каялла таврăннă чухне кама курнă – ачасене-и е пĕлĕшне-и, юлташне-и – пурне та пан улмипе хăналанă. Киле вара пушă карçинккапа таврăннă. "Чăваш хăй çиес çăкăрне те парать", – теççĕ. Пĕррехинче, сивĕ çанталăкра, Илпек Микулайĕ пуçĕнчи çĕлĕкне ачана хывса панă.
Çемйинче те вĕсем лăпкă пурăннă. Çын килес пулсан яланах сĕтел хушшине лартнă, пуян пурăнман пулин те мĕн пуррипе хăналанă. Упăшкипе арăмĕ сасă хăпартса калаçнине нихăçан та илтмен. Илпек Микулайĕ юрă итлеме юратнă. Чи юратнисем – чăвашсен "Ăçта каян, чĕкеç;", "Вĕç-вĕç, куккук", "Урамăрсем аслă" тата вырăс халăх юррисем. Çакна малтан пичетленнĕ хаçат-журнала ЧР Наци библиотекинче пăхнă май "Тăван Атăлăн" пĕр номерĕнче асăрхарăм. Сăмах май, "Хура çăкăрта" "Ăçта каян, чĕкеç;" юрра Тухтар шăрантарать.