Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Йĕтем çинче те хĕрÿ ĕç

ÇУМĂРЛĂ çанталăк пулсан та сахал яваплă "Колос" обществăн йĕтемĕ çинче ĕç чарăнмасть. Кунта тырра КамАЗсем çине тиесе патшалăха ăсатаççĕ. Уй-хиртен килекен тыр-пула çийĕнчех сортласа тасатаççĕ. Çак ĕçре сакăр хĕрарăмран тăракан бригада тăрăшулăх кăтартать. Зоя Волкова, Мария Ефимова, Альбина Гордеева, Людмила Никифорова, Галина Кувшинова, Елена Алексеева (сăн ÿкерчĕкре), Надежда Петрова тата Валентина Юманова ир пуçласа каçчен хĕрÿ ĕçре. Сортировкăсене ĕçлеттерекенĕ тата пăхса тăраканĕ Николай Петров. Унăн та ĕç вырăнĕнчен пĕр минутлăха та пăрăнма çук.

Йĕтем çине пырса кĕрсенех хурал пÿрчĕ умĕнче радио сасси илтĕнет. Рабочисем ĕçленĕ вăхăтрах çĕнĕ хыпарсемпе те паллашаççĕ, юрă-кĕвĕ итлеççĕ. "Шел, 20-30 çул каяллахи пек агитбригада концерт килсе кăтартмасть", – пăшăрханăвне палăртрĕç ĕçлекенсем. Чăнах та ĕнтĕ, енчетрен пĕрре культура ĕçченĕсен йĕтем çине çитсе юрă-ташăпа савăнтарсан аван пулĕччĕ.

Йĕтем çинчи ĕçе Зинаида Волкова йĕркелесе пырать. Вăлах хирти комбайнсем патне те çитет. Кĕлетсен "хуçин" Анатолий Кувшиновăн та хĕрринче пăрăнса ларма майĕ çук. Унăн çĕршĕн паракан тыр-пула виçсе илме килекен çынсене ăсатмалла, йĕрке-тирпей туса тăмалла.

"Колос" обществăн агрономĕпе Николай Воробьевпа та йĕтем çинчех тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Вăл уй-хирти ĕçсем мĕнлерех пыни пирки каласа кăтартрĕ.

– Кăçал пирĕн 215 гектар çинчи кĕрхи тулла, 650 гектар çурхи тулла, 390 гектар урпана пуçтарса кĕртмелле, – пĕлтерчĕ Николай Андреевич. – Çак лаптăксен иккĕ виççĕмĕш пайне пуçтарса кĕртнĕ те ĕнтĕ. Тата çапса илмелли 300 гектар тулăпа 120 гектар урпа кăна юлнă. Çанталăк уяртсанах комбайнсем сарă "тинĕсе" тухĕç.

Уй-хир карапĕсене опытлă механизаторсем ĕçлеттереççĕ. Анатолий Петровпа Анатолий Данилов комбайнерсем хăйсен "Дон – 1500" комбайнĕсене кăлтăксăр çÿретме тăрăшаççĕ. Вĕсемшĕн вырма вăхăтĕнче пĕр канăç та çук. Икĕ Анатолий тулли пучахсене çухатусăр çапса илессишĕн тăрăшаççĕ.

Паллах, çĕнĕ тыр-пулăн тухăçĕпе те кăсăклантăм.

– Мĕнле калас та, кăçалхи çанталăка пăхсан, тухăç начар мар темелле, – ăнлантарчĕ агроном. – Гектартан урпа 35 центнер, тулă 25 центнер тухать.

Кĕрхи тырăсене акма валли те çĕр хатĕрлеççĕ. Хальлĕхе 150 гектар хура пусă тунă. Анчах кĕрхи культурăсене миçе гектар акса хăварассине палăртман-ха.

Вырмара вăй хуракансене вĕри апатпа та тивĕçтереççĕ. Галина Андреевапа Галина Осипова поварсем техĕмлĕ яшка-пăтă пĕçереççĕ, ĕçлекенсене тутлă апат çитереççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 августа 2012
00:00
Поделиться