Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тÿрремĕнех вырса çапатпăр

"КОЛОС" сахал яваплă обществăн кĕрхи тулă пусси те моторсен шавĕпе тулчĕ: "ишевре" – икĕ "уй-хир карапĕ". Анатолий Петров тата Анатолий Данилов комбайнерсем халĕ тыр-пула тÿрремĕнех вырса çапаççĕ.

Кĕске хушăрах лаптăк аллă гектар ытла пушанчĕ те ĕнтĕ. Йĕтем çине 600 центнер ытла çĕнĕ тухăç кĕнĕ. Хиртен йĕтем çине тырă турттарнă çĕрте Владимир Петров водитель тăрăшуллă.

Йĕтем çинче те хĕрÿ ĕç пуçланчĕ. Кунти мĕн пур ĕçе Анатолий Кувшинов ертсе-йĕркелесе пырать.

Хуçалăх ĕçченĕсен халĕ пурин те пĕр тĕллев: тар тăкса ÿстернĕ пĕр пучах та хире выртса ан юлтăр, кашни пĕрчĕ кĕлете кĕтĕр. Ĕççи ăнăçлăхĕ вара хамăртанах нумай килет.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 июля 2012
00:00
Поделиться