Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Колосра» кĕтеççĕ пучахсем

УЙ-ХИР ĕçченĕн ĕçне мĕн акса хăварнипе мар, мĕн пухса илнипе хаклаççĕ. Ун ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ – кĕлете кĕнĕ çĕнĕ тырă, сĕтел çинчи çăкăр.

Çанталăкпа тытăçаймăн: кăçал палăртнă чухлĕ тухăç илейменни куç кĕретех. Апла пулин те халĕ пурин те пĕр тĕллев: тар тăкса ÿстернĕ тыр-пула çухатусăр пухса кĕртесси. Пучахсем ĕçченсене кĕтеççĕ.

Кăçал пирĕн пĕрчĕллĕ культурăсене 1100 гектар çинчен вырса-çапса илмелле. 200 гектарĕ – урпа, ытти – тулă, 220 гектарĕ – кĕрхи. Тыр çине икĕ комбайн хутшăнтарма палăртнă. Икĕ Анатолий – Петровпа Данилов – хăйсен ДОНĕсемпе вырма каçалăкне пуçлама хатĕр. Вăхăта тата çунтармалли-сĕрмелли материалсене перекетлес шутпа, çанталăк чăрмантармасан, тыр-пула тÿрремĕнех пухса çапасшăн. Тырă турттарма Олег Захаров, Владимир Петров, Владимир Семенов хăйсен автомашинисене тĕплĕн хатĕрленĕ, лайăх герметизациленĕ.

Йĕтем те хатĕр. Ăна тасатса тирпейленĕ, йĕркене кĕртнĕ. Тырă тасатса сортлакан агрегата Николай Петров чăрмавсăр ĕçлеттерессе шанас килет. Йĕтем çинчи ĕçсене йĕркелесе пыма Анатолий Кувшинова çирĕплетнĕ. Ĕç аллисене те ютра шырамалла мар.

Комбайнсем хыççăн юлакан улăма çийĕнчех пуçтарса пыратпăр. Ку ĕçе Сергей Кузьмин звени пурнăçлĕ. Пресс-подборщик хатĕр, тюксене Николай Тимофеев ятарлă погрузчикпа тиесе тăрать.

Вырма ирттерме çунтармалли-сĕрмелли материалсенчен чăрмав пулмалла мар, топливо çитет. Техника çĕмĕрĕлме пултарассине шута илсе, ятарласа юсавçăсен звенине йĕркеленĕ. Вăл хире те тухса çÿрĕ.

Вырмана хутшăнакансене тивĕçлипе хавхалантарма палăртнă, çын факторне тĕп вырăна хуратпăр. Ĕççи планĕ хатĕр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 июля 2012
00:00
Поделиться