Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Эпир сире шанатпăр!

Утă (июль) уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2012 çулхи Олимпиадăн Раççей пĕрлештернĕ командине кĕртнĕ чăваш спортсменĕсемпе тата вĕсен тренерĕсемпе тĕл пулнă.

2012 çулхи утă (июль) уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа çурла (август) уйăхĕн 12-мĕшĕччен Лондонра çуллахи XXX Олимпиада вăййисем иртеççĕ. Пĕтĕм тĕнчери тĕп ăмăртусене пирĕн республикăран 5 спортсмен хутшăнĕ:

Ирина Калентьева, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, тĕнче чемпионки, тĕнче кубокĕсен çĕнтерÿçи, Европа чемпионачĕсен призерĕ, XXIX Олимп вăййисен бронза призерĕ (маунтинбайк);

Татьяна Архипова, çăмăл атлетика енĕпе Раççейĕн тĕнче класлă спорт мастерĕ, XXIX Олимпиада вăййисене хутшăннăскер, 2007 çулхи тĕнче чемпионачĕн чăрмавсем урлă 3000 метра чупассипе кĕмĕл призерĕ, Раççейĕн 2011 çулхи чемпионачĕн 10000 метра чупассипе кĕмĕл призерĕ, Токиора 2011 çулта иртнĕ марафонăн бронза призерĕ (çăмăл атлетика – марафон);

Альбина Майорова, çăмăл атлетика енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ, XXVIII Олимпиада вăййисене марафон чупăвне хутшăннăскер, 2012 çулта Японире иртнĕ тĕнче марафонĕн çĕнтерÿçи (çăмăл атлетика – марафон);

Кристина Савицкая, çăмăл атлетика енĕпе Раççей спорт мастерĕ, 2011 çулта иртнĕ Раççей чемпионачĕн бронза призерĕ, 2011 çулта тĕнчери çамрăксен ăмăртăвне хутшăннăскер, 2012 çулта Раççейĕн çичĕ енлĕ ăмăртăвĕн (çăмăл атлетика – çичĕ енлĕ ăмăртăвĕ) чемпионки;

Елена Наговицына, çăмăл атлетика енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ, 2011 çулта 10000 метра чупассипе Раççей чемпионки, Раççейĕн 2012 çулхи чемпионачĕн 5000 метра чупассипе кĕмĕл призерĕ, çăмăл атлетика (5000 метра чупасси).

ШĂМĂРШĂ тăрăхĕнчи çул-йĕрсем хăйсен пахалăхĕпе палăрса тăраççĕ, республикăра та чи лайăххисем шутланаççĕ. Халĕ ялсен урамĕсенче те асфальтлă такăр çул. Вĕсене "Чăвашавтодор" ОАОн Канашри территорипе производство управленийĕн Шăмăршăри çул-йĕр участокĕнче вăй хуракансем пăхсах, юсасах тăраççĕ. Кăçал кăна, акă, Шăмăршăри Космовский ячĕллĕ тĕп урамра пĕлтĕр çĕнетсе сарма пуçланă асфальта сарса пĕтертĕмĕр. Хальтерех кăна Ленин урамĕнче те 512 метр асфальта çĕнетрĕмĕр. Ку ĕçре Олег Стратилатов бригади тăрăшуллă пулчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 июля 2012
00:00
Поделиться