Службăра пуласси – хисеплĕ тивĕç
ВĂХĂТ сисĕнмесĕрех малалла шăвать. Акă çурхи призыв тапхăрĕ те хыçа юлчĕ. Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайĕнче паян-ыран призыв кăтартăвĕсене пĕтĕмлетеççĕ. Шел пулин те, призыв компанийĕ вăхăтĕнче пирĕн районтан призыв йĕркине пăхăнман çамрăксем те пулнă иккен.
– Шăмăршă районне уйрăммăн илсен, 20 çын ытла призыв мероприятийĕсене килмерĕ, – пăшăрханса калаçрĕ пай начальникĕ, запасри подполковник В. Ляшенко. – Салтакра пулнисем ăнланаççĕ: ку цифра икĕ отделенипе танлашать. Ĕç-пуç малалла та çаплах пырсан, вĕсенчен хăшĕ-пĕри, Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 328-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, çар службинчен пăркаланнăшăн суд сакки çине лармалли кандидат пулма пултарать.
Валентин Валерьевич калани, паллах, тарăн шухăша ярать. РФ Конституцийĕн 58-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, сывлăх енĕпе службăна юрăхлă кашни арçыннăн çар ретне тăмалла. "Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесси – Раççей Федерацийĕн гражданинĕн тивĕçĕ", – палăртнă Конституцире. "Çар тивĕçĕ тата çар служби çинчен" Федераллă саккунра та 18 çул тултарнă çамрăксен службăра пулмалли пирки уçăмлăн каланă. Правона сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен органсем Конституцире тата çÿлерех асăннă саккунра палăртнă требованисем мĕнлерех пурнăçланнине çирĕп тĕрĕслесе тăраççĕ. Районсем хушшинчи Патăрьел следстви пайĕн ертÿçи Р. Шайхалов журналистсемпе йĕркеленĕ пресс-конференцире чĕрене хумхантаракан цифрăсене те асăнчĕ. Сăмахран, 2011 çулта службăран пăрăнса юлма пăхнăшăн, салтак стройне тăрас мар тесе тĕрлĕ сăлтав шыранăшăн Елчĕк районĕнчи 18 çамрăка суд сакки çине лартнă, 50 пинрен пуçласа 100 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттермелле тунă. Патăрьел районĕнчи 2 çамрăка 50-шар пин, теприне 100 пин (службăна каяссинчен пăркаланнăшăн вăл суд сакки çине иккĕмĕш хут ларнă) тÿлеттернĕ. Телее, призыв ыйтăвĕпе суд сакки çине ларнă фактсем Шăмăршă районĕнче пулман.
Пай начальникĕ В. Ляшенко 2012 çулхи призывпа çыхăннă лару-тăрупа паллаштарчĕ.
Патăрьел районĕнчен кăçал 6 çынна суд сакки çине лармалла тунă иккен, вĕсенчен кашниех 50 пинрен пуçласа 80 пин тенкĕ таран штраф тÿленĕ. Пирĕн районта хальлĕхе РФ УКĕн 328 статйин 1-мĕш пайĕпе айăпланнисем çук. Анчах та ку вăл – лăпланмалли сăлтав мар. Валентин Валерьевич Шăмăршăсем пирки çÿлерех асăннă сăмахсене кашни призывникăн, вĕсен ашшĕ-амăшĕн ăша хывмалла, кĕрхи призывра ЧР çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайĕ йĕркелекен кашни призыв мероприятинех килме тăрăшмалла. Биографие "хура пăнчăпа" варалани ĕмĕрлĕхе юлать. Пĕр çул службăра тăрса ÿт-пĕве пиçĕхтерни, тĕрлĕ йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхни, тăван киле чăн-чăн арçын пулса таврăнни çамрăка хăйне те, ашшĕ-амăшне те ял-йыш умĕнче чыс тата илем кÿрет.