Кĕнекесен выставки
Авалхи Руç историйĕнче халăх тĕне кĕни паллă событи пулса юлнă. Вырăс чиркĕвĕ çĕр-шыври тĕрлĕ çĕрсене, культурăпа политика пĕрлĕхĕллĕ православи халăхĕсене пĕрлештерсе тăракан çирĕп вăй пулса тăнă. Тĕне кĕртесси Руçе Владимир князь ертсе пынă тапхăрта пулса иртнĕ. 988 çулта июль вĕçĕнче князь Киев çыннисене Днепр юхан шывĕ хĕррине пуçтарнă. Халăха Византирен килнĕ православи священникĕсем шыва кĕртнĕ. Çак кунтан пуçласа вырăс çĕрĕсем çинче православи христианстви çирĕпленме тытăннă.
Нумаях пулмасть Шăмăршă ял поселенийĕн тĕп библиотекин вулав залĕнче "Руçе тĕне кĕртни" выставка йĕркеленĕ. Унта православи тĕнĕпе çыхăннă тĕрлĕ кĕнекесем, çав шутра юлашки çулсенче пичетленнĕ илемлĕ иллюстрацисемлĕ изданисем те пур. Выставка умĕнче библотекарьсем вулакансене Раççейри православи тĕнĕн историйĕ пирки каласа параççĕ, кураври кĕнекесемпе паллаштараççĕ. Кăмăл пулсан, выставкăри кĕнекесене киле илсе кайса вулама та пулать.
НУМАЯХ пулмасть Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрне Шупашкар районĕнчи культура ĕçченĕсем килсе çитрĕç. Кÿкеçри культура керменĕн тата тĕп библиотека работникĕсем центрпа тата Шăмăршă ял поселенийĕн тĕп библиотекипе кăмăллăн паллашрĕç, вĕсене хальхи компьютер техникипе пуянлатнине, ĕç условийĕсем лайăх пулнине, пур çĕрте те тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланнине палăртрĕç. "Шăмăршăра ял çыннисен канăвне усăллă тата тивĕçлĕ шайра йĕркелеме тăрăшни тÿрех курăнать", – терĕç хăнасем.
Кун хыççăн Шупашкар тата Шăмăршă районĕсен культура ĕçченĕсем пĕр пĕрин ĕç опычĕпе палаштарчĕç.
Хăнасем Васанти халăх музейĕнче тата Карапай Шăмăршăри культурăпа кану центрĕнче те пулчĕç.