Шыв юхать, юхать...
ХАЛĔ пусăсенчен тата артезиан шăтăкĕсенчен илекен шыв санитарипе гигиена нормисене пĕрре те тивĕçтермест. Пĕтĕмĕшле илсен таврари çăлсенче тимĕр, бор, марганец тата ытти минералсен виçисем кирлинчен икĕ-виçĕ хут пысăк. Çакна пулах ĕнтĕ çынсем вар-хырăм чирĕсемпе нушаланаççĕ.
Асăннă çитменлĕхе пĕтерес тĕлĕшпе Раççейри тата республикăри "Таса шыв" программăпа килĕшÿллĕн республикăн кăнтăр енче вырнаçнă Шăмăршă, Патăрьел тата Комсомольски (кăнтăр енĕ) районĕсенчи ялсене таса шывпа тивĕçтерес шутпа Хырла юхан шыва пÿлсе плотина тунă. Вăл Палтиел ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă.
"Шыв управĕн лаптăкĕ 420 гектар йышăнать, тăршшĕ 2 километра яхăн, сарлакăшĕ 800 метр, плотина тарăнăшĕ 15-17 метр. Управа 15,9 миллион кубла метр шыв пуçтарăннă. Çакăн пек ĕçмелли шыв пухакан объект федерацин Атăлçи округĕнче хальлĕхе урăх çук. Ăна веçех этем ăсĕпе, аллипе, техника вăйĕпе ăсталанă", – пĕлтерчĕ Чăваш Республикин "Гидроресурс" хысна учрежденийĕн директорĕ Камиль Салихов.
Управăн никĕсне 2005 çулхи майра хывма тытăннă. Нумай тар тăкма тивнĕ кунта ĕçлекенсен. Ĕç шавĕ ир пуçласа мĕн тĕттĕмлениччен те чарăнман. Объекта палăртнă вăхăтчен туса пĕтерме тăрăшнă. 2008 çулта, çулталăк вĕçĕнче гидроузела патшалăх комиссийĕ хута яма йышăннă. Çак тапхăрта 427 млн тенкĕ тăкакланнă. Анчах ку пĕтĕм ĕç-хĕл вĕçленнине пĕлтермен-ха, палăртнинчен çуррине кăна пурнăçланă темелле. Малалла вара пĕвен айлăм пайĕнче шыва тасатакан хăватлă сооруженисем туса лартмалла. Унта Шупашкарти "Старко" компани строителĕсем хĕрсех çурт-йĕр резервуарсене çĕклеççĕ.
Шыв тасатакан сооруженисене тума 2011 çулта пуçланă. Çак тĕллевпе пурĕ 525,046 миллион тенкĕ укçа куçарнă, вăл шутра "Таса шыв" проектпа федераци бюджетĕнчен 267,532 млн, республика бюджетĕнчен 157,514 млн тенкĕ. Кăçал вара 87,550 млн (32,8 проц.) республика, 179,278 млн (67,2 проц.) федераци бюджечĕсенчен укçа çитнĕ.
Шыв парса тăракан станци талăкра 19,2 пин кубла метр шыв хăвалать, унта уçлакан 8 насус вырнаçтарнă.
2010 çулта шыв тасатакан станцирен пуçласа Шăмăрша çитиччен 38,8 километр шыв пăрăхĕ хывнă. Икĕ насуслă станцие хута яма 231,116 млн тенкĕ укçа кайнă.
2012 çулта шыв паракан, тасатакан сооруженисенче ĕçсем пурнăçлама 791,873 млн тенкĕ укçа уйăрнă. Çакă "Таса шыв" программăна тĕпе хурса пурнăçлакан ĕçсене маларах вĕçлеме май парать. Часах виçĕ районти 84 яла (56 пин çын) ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерĕç, çивĕч ыйтăва татса парĕç.