Шкул ачисем – ĕçре
ШĂМĂРШĂРИ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти вуннăмĕш класран вĕренсе тухнисем каникул вăхăтĕнче ĕçре пиçĕхеççĕ. "Шăмăршă. ru" ĕç отрячĕ Л.Егорова, В.Сергеева, И.Харитонова вĕрентекенсем ертсе пынипе Шăмăршă лесничествинче лартнă çамрăк хунавсене çум курăкран тасатаççĕ. Маттур та пултаруллă вĕренекенсем кунĕпех тăрăшса ĕçлеççĕ. Çавăн пекех хĕрсемпе каччăсем питомникра вăй хураççĕ. Кунта та вĕсем ĕçченлĕхпе палăраççĕ. Çут çанталăка юратакансем çак хунавсенчен илемлĕ йывăçсем çитĕнессе лайăх пĕлеççĕ.
Шкул ачисем Шăмăршăри ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшÿ тунă. Вĕсене ĕçшĕн тÿлев те пулĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"