Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Çул çитмен çамрăк»

ÇУЛСЕРЕН çуллахи каникул пуçлансан "Çул çитмен çамрăк" операци иртет. Вăл июнĕн 16-мĕшĕнче тытăнать те августăн 16-мĕшĕнче вĕçленет. Ăна виçĕ тапхăра пайласа йĕркелеççĕ: "Çул çитмен çамрăк. Пулăшу" (июнĕн 16-26-мĕшĕсенче), "Çул çитмен çамрăк. Çулла", "Çул çитмен çамрăк. Çемье" (августăн 6-16-мĕшĕсенче).

Мĕн тĕллевпе иртет-ха çак мероприяти; Паллах, каникулта çул çитмен ачасен канăвĕ мĕнлерех пынине, пушă вăхăта ăçта тата кампа ирттернине сăнаса тăрасси. Обществăлла вырăнта хĕрсемпе каччăсем хăйсене еплерех тытнине те асăрхасах тăмалла. Каçхи вăхăтра вĕсем эрех-сăрапа иртĕнменнине, палăртнă вăхăтран, 23 сехетрен кая юлмасăр, киле таврăннине йĕрлесси те çак операци шутнех кĕрет.

Çул çитмен çамрăксен тыткаларăшĕшĕн, вĕсем преступлени çулĕ çине тăнишĕн, саккуна пăснишĕн чи малтанах вĕсен ашшĕ-амăшĕ явап тытать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн хăйсен тĕпренчĕкĕсен пурнăçĕпе интересленсех тăмалла, вĕсене алăран вĕçертмелле мар. Ачана вăхăтра кирлĕ пек воспитани памасан, каярах ÿкĕнмелле килсе тухма пултарать. Çакна никамăн та асран кăларса пăрахмалла мар.

Йывăр шăпаллă çемьесенчи лару-тăру та шухăшлаттарать. Ĕçкĕпе иртĕнекен ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулаймаççĕ. Ку йышшисемшĕн пĕрремĕш вырăнта эрех-сăра.

Операци вăхăтĕнче çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссисен членĕсем каçсерен рейд йĕркелĕç. Ялсенчи культура çурчĕсемпе клубсене, кафесемпе барсене, кану паркĕсене çитĕç. Саккуна пăсакан çамрăксене вара вĕсем пуçран шăлса ачашламĕç. Лавккари сутуçăсен те çул çитмен çамрăксене эрех-сăра, пирус сутма юраманни çинчен манса каймалла мар.

Çуллахи каникул пынă май, халĕ ачасем кунĕпех килте. Тĕллевсĕр унта-кунта çапкаланса çÿресе вăхăта усăсăр ан ирттерччĕр тесе, вĕсене килти ĕçе явăçтарма тăрăшмалла. Çĕр улми, пахча çимĕç йăранĕсене çум курăкран тасатнă, каçсерен шăварнă, кил-çурт таврашне тирпейленĕ чухне ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисене юнашар тăратса ĕçлеттермелле. Ĕçпе кану юнашар пыччăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 июня 2012
00:00
Поделиться