Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ишме пĕлмесен шыва ан кĕр

Çуллахи шăрăх кунсенче çынсем пĕвесемпе кÿлĕсен таврашне туртăннинчен тĕлĕнме кирлех мар пулĕ: шыва кĕрсе уçăлас килет, пулă тытни те – хăйне май йăпанăç. Анчах тепĕр чухне шыв хĕрринче асăрханулăха çухататпăр, шывăн турачĕ çукки пирки аса та илместпĕр. Шыв вара кун пеккине каçармасть. Шыва кĕнĕ чух питĕ асăрхануллă пулмалла. Тарланă хыççăн, лайăх типмесĕр, тÿрех кÿлле е пĕвене чăмма ан васкăр. Çавăн пекех, малтан тĕплĕн терĕслемен вырăнсенче те шыва кĕме юрамасть: шыв тĕпĕнче йывăç тымарĕсем, шыва путнă тĕрлĕрен амантма, касма, чикме пултаракан япаласем пулма пултараççĕ. Ишме пĕлмесен те шыва кĕресси пирки манмалла. Ачасен çыранран инçе ишсе каймалла мар. Мĕншĕн тесен çамрăк организм хăвăрт ывăнать, каялла ишсе тухма вăй-хал çитмессе те пултарать. Çавăн пекех, шыва кĕме ачасен хăйсен çеç каймалла мар – юнашар яланах аслисем пулмалла. Вĕсем путакансене хăтарма, çийĕнчех малтанхи пулăшу пама пултараççĕ. Авăрсенчен те сыхланăр. Ÿсĕр çыншăн тинĕс те чĕркуççи таран çеç тетпĕр-ха та, анчах апла мар: вĕсем тарăн мар çĕртех путса вилме пултараççĕ. Пĕр сăмахпа, шыв ÿсĕрсене юратмасть. Шыв электричествăна хăй витĕр питĕ лайăх ярать. Çавăнпа аслаиллĕ çумăр вăхăтĕнче шыва кĕме юрамасть, кун пек чухне çыранран аякрах пулма тăрăшăр. Пĕве-кÿлĕ урлă карнă электролинисен айĕнче шыва кĕни те хăрушă – кĕтмен çĕртен пралук шыва ÿкме пултарать. Кĕперсемпе каçăсен айне те ишсе ан кĕрĕр – вĕсем ÿкме пултараççĕ е вĕсен çинчен мĕн те пулин татăлса анмасть тесе никам та шантараймасть. Шыва кĕнĕ чух ашкăнни те вырăнсăр – вăйă инкекпе вĕçленнесси инçе мар. Çу кунĕсенче шкулсенче ачасен ĕçпе кану лагерĕсем ĕçлеççĕ. Ачасен, паллах, ĕç хыççăн шыва кĕресех килет. Ан тив, ишсе-чăмса савăнччĕр, киленччĕр – анчах аслисем, çакăншăн яваплă çынсем пулччăр. Путма пуçланă çынна хăвăр вăйăрпа çеç пĕрремĕш пулăшу пама май килмесен çийĕнчех васкавлă пулăшу чĕнсе илме тăрăшмалла. Похода кайсан та ачасен, çитĕннисен те пĕлмен пĕвере е кÿлĕре шыва кĕрессинчен тытăнса тăрсан лайăх – инкек сиксе тухмĕ. Çынсене шыва кĕме юракан вырăнсене малтан питĕ тĕплĕн терĕслемелле, çынсем нумай пухăнакан вырăнсенче ушкăнран кама та пулин яваплине палăртсан лайăх. Шыва кĕме юраман, хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан вырăнсен çывăхне асăрхаттару паллисем лартса тухмалла. Аслисен ачасене шывра, кÿлĕ-пĕве çыранĕнче асăрхануллă пулмаллине аса илтерсех тăмалла.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 июня 2012
00:00
Поделиться